Чӑваш ял хуҫалӑх академийӗн ректорне палӑртмалли суйлав иртнӗ хыҫҫӑн правӑна сыхлакан органсене ҫав суйлавпа вӑл е ку енчен ҫыхӑннисем ҫыру шӑрҫаласси ӳссе кайнӑ иккен. Кун пирки Regnum информаци агентстви пӗлтернӗ май шӑв-шав сӑлтавне аса илтерет.
Ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, ректора суйланӑ кун, ректор пулма тӑратнӑ кандидатсен шаннӑ ҫыннисене те, журналистсене те, полицейскисене те (вӗсене журналистсене кӗртменнипе ӗҫлеме чӑрмантараҫҫӗ тесе чӗнсе илнӗ иккен) аслӑ шкула кӗме ирӗк паман иккен. Ректора суйланӑ саманта ҫутатма журналистсене кӗртменнине кура хайхисем Шалти ӗҫсен министерствипе прокуратурӑна ҫӑхавсем ҫырса янӑ-мӗн. ШӖМӗн Шупашкар хулин управленийӗн 1-мӗш пайӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Сергей Филиппов журналистсене ӗҫлеме чӑрмантарнӑ факта тӗрӗсленӗ май вӑл массӑллӑ информаци хатӗрӗсем пирки калакан саккуна пӗрремӗш хут шӗкӗлчеме тивнине палӑртнӑ.
Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министрӗ Сергей Семенов «Российская газета» хаҫата Наци телерадиокомпанине Ял хуҫалӑх академийӗн хӑрушсӑрлӑх службин тата хуралӗн ертӳҫи тата аслӑ шкулӑн хуралҫисенчен пӗрин тӗлӗшпе полицин участокри полицейскийӗ протокол ҫырнӑ тесе пӗлтернӗ иккен. Полици ӗҫченӗ ыйтнине пӑхӑнмасӑр административлӑ саккуна пӑснӑ тесе ҫав хута шӑрҫаланӑ-мӗн. Тӗрӗслев ирттернӗ вӑхӑтра хурал ӗҫне пурнӑҫлассинче те кӑлтӑксем асӑрханӑ.
Ҫав вӑхӑтрах, маларах палӑртрӑмӑр ӗнтӗ, прокуратурӑна та ҫыракансем пулнӑ. Унта массӑллӑ информаци хатӗрӗсем кӑна мар, суйлав епле пынине сӑнама аслӑ шкула кӗреймен академи ӗҫченӗсем те шӑрҫаланӑ иккен. Аслӑ шкулӑн ертӳҫисем те ҫырнӑ-мӗн. Вӗсем вара ШӖМ тата прокуратура ӗҫченӗсен тыткаларӑшне хак пама ыйтнӑ.