Вӗрентекен профессийӗ йывӑр ӗҫсенчен пӗри. Вӑл енпе ӗҫлеме вӑй-хал, чӑтӑмлӑх яланах ҫитерӗклӗ пулмалла. Пур вӗрентекен те хӑйсен пысӑк ӗҫӗшӗн мухтава тивӗҫ. Педагог вӑл пур енӗпе те пултаруллӑ. Ҫакӑ вара республика тата Раҫҫей шайӗнче иртекен тӗрлӗ конкурссенче уҫӑмлӑн палӑрать.
Раҫҫейри чи лайӑх пин вӗрентекенӗсен йышне пирӗн республикӑран 10 педагог кӗнӗ. Вӗсене хӑйсен професси уявӗ тӗлнелле, юпан 5-мӗшӗнче 200 пин тенкӗллӗ грантпа тивӗҫтерӗҫ. Ҫак гранта Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш гимназинчи истори тата обществознани предмечӗн вӗрентекенӗ — Светлана Никорук — та тивӗҫме пултарнӑ.
Вӑл И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче истори факультетне тата Питерти инженери-экономика академине вӗренсе пӗтернӗ. Вӗрентӳ ӗҫне 1992 ҫултан явӑҫнӑ. Светлана Никорук гимназинчи истори, обществознание, права тата экономика предмечӗсемпе вӗрентекенӗсен методика пӗрлешӗвӗн ертӳҫи.
Гимнази вӗрентекенӗ пӗр хутчен ҫеҫ мар Раҫҫей шайӗнчи конкурсӗсенче ҫӗнтернӗ. Унсӑр пуҫне, педагог 2010 ҫулта «Грани» хаҫатӑн «Вӗрентекенсен ҫулталӑкӗ — инновацисен вӑхӑчӗ» конкурсӑн лауреачӗ пулнӑ.