Саккун йӗркине пӑсакансен шутне хӑш чухне полици ӗҫченӗсем те кӗреҫҫӗ. Вӗсене те вара явап тытараҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкар суд ларӑвӗнче ҫитес кунсенче 23 ҫулхи Шупашкарти полици уйлӑмӗнче ӗҫлекен йӗрке хуралҫин малалли шӑпине татса параҫҫӗ. Ӑна вара ҫул йӗркине пӑсса асӑрхануллӑ пулмассӑр ҫын сывлӑхне йывӑр хавшатнӑшӑн айӑплаҫҫӗ.
Чӑваш Енчи СКР Йӗрлев отделӗ палӑртнӑ тӑрӑх асӑннӑ инкек акан 5-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкар хулинчи ҫул тӑваткалӗнче — 10-мӗш Пиллекҫуллӑх урамӗпе Ельников тӑкӑрлӑкӗ хӗресленнӗ вырӑнта — пулса иртнӗ. ВАЗ-2114 маркӑллӑ урапапа пыракан йӗрке хуралҫи светофорӑн симӗс ҫуттипе каҫакан 72 ҫулхи карчӑка ҫапса кайнӑ. Ку инкекре ват ҫын сулахай уран чӗркуҫҫине хытах амантнӑ. Руль умӗнче ларакан полици ӗҫченӗ вара инкек вӑхӑтӗнче ӳсӗр пулман. Кӑна ятарлӑ медицина тӗпчевӗ ҫирӗплетнӗ. Йӗрке хуралҫи вара хӑйӗнпе пулса иртнӗ пӑтӑрмах кунне отпускра пулнӑ тесе пӗлтереҫҫӗ.
Паянхи куна ҫак ӗҫ-пуҫпа тӗпчев ӗҫне вӗҫленӗ. Ҫитес кунсенче вара суд ларӑвӗ ват ҫына таптакана явап тыттарӗ.