Патӑрьел районӗнчи Куславкка ялӗнче пурӑнакан ветеран Михаил Наташкин ҫак кунсенче 102-мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ.
Михаил Тимофеевич ҫак районтах, Ҫӗнӗ Ахпӳрт ялӗнче, 1921 ҫулхи нарӑсӑн 25-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 1942 ҫулхи ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ун патне вӑрҫа кайма повестка килнӗ. Ленинград ҫывӑхӗнчи ҫапӑҫура вӑл аманнӑ. Госпитальте сипленсен каллех фронта таврӑннӑ.
Михаил Наташкин Украина тата Хӗвеланӑҫ фрончӗсенче ҫапӑҫнӑ, икӗ хутчен аманнӑ, пӗр хутчен контузи пулнӑ. Вӑрҫӑ пӗтсен тӑван ялне таврӑннӑ, колхозра ӗҫлеме пуҫланӑ, депутат та пулнӑ. Михаил Тимофеевич кун кӗнекине ҫырса пынӑ. Унта хӑйӗн кӑна мар, фронтри тусӗсен историйӗсем те вырӑн тупнӑ. Ветеран сӑвӑсем те ҫырнӑ.
Нарӑсӑн 25-мӗшӗнче ветеран мӑшӑрӗпе Зинаида Петровнӑпа пӗрлешнине те паллӑ тунӑ. Вӗсен кевер туй пулнӑ.
Agabazar // 2697.76.6666
2023.02.27 15:10 | |
Малалла пурӑнмалла. | |
Agabazar // 1088.5.2431
2023.02.28 12:40 | |
Патӑрьел районӗнчи Козловка ялне никам та нихҫан та «Куславкка» темен. Халӗ те апла каламаҫҫӗ. (Вӑл шутра официаллӑ пичетре те апла каламаҫҫӗ).Эппин, тархасшӑн, улӑштарӑр ҫав ята. Ҫынна ан култарӑр. Енчен те эп каланине шанмастӑр пулсан, ак сире валли тӗрӗслемелли ыйту (тест). Михаил Наташкина ялта мӗнле чӗнеҫҫӗ? Ҫавна пӗлетӗр-и? Эп — пӗлеп. | |
Agabazar // 1088.5.2431
2023.02.28 16:43 | |
Интернетран илнӗ текст (Марина Карягинан ВКри тӗлӗнче): Туҫа тӑрӑхне кӗрекен ялсем: 1) Тури Туҫа (Тойси); 2) Анат Туҫа (Старые Тойси); 3) Кивӗ Ахпӳрт (Старое Ахпердино); 4) Пӑлакасси (Булаково); 5) Кословккӑ (Козловка); 6) Вӑтаел (Новое Бахтиарово); 7) Мишер Тимеш, Тутар Тимеш (Татарские Тимяши); 8) Кӗҫӗн Шӑнкӑртам (Малые Шихирданы). https://vk.com/wall296698703?w=wall296698703_2644%2Fall |