Персона
![]() "Грани" архивӗнчи сӑнӳкерчӗк Василий Чапаевӑн мӑнукӗн ачи вилнӗ. Чӑваш наци музейӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Евгения Чапаевӑн чӗри чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче тапма чарӑннӑ. Евгения Артуровна 62 ҫулта пулнӑ. Вӑл Мускавра пурӑннӑ пулсан та Чӑваш Енпе тачӑ ҫыхӑну тытнӑ. Шупашкартах унӑн хӗрӗ Василиса ҫуралнӑ, кунтах мӑнукӗ Андрей кун ҫути курнӑ, ачана пирӗн хулара тӗне кӗртнӗ. Евгения Артуровна Чӑваш Ене тӑтӑшах килнӗ. Вӑл «Василек» калавсен пуххине кӑларнӑ, «Мой неизвестный Чапаев» кӗнекене кун ҫути кӑтартнӑ. Евгения Артуровна юлашки хутчен Шупашкарта ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче пулнӑ, В.И.Чапаев ячӗллӗ музея ҫитнӗ. Ӑна ҫӗнетнине курса ӑшӑ сӑмахсем ҫырса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |