Апат-ҫимӗҫ
![]() t.me/nikamran каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗкӗ Ҫаврӑнӑҫуллӑ ҫынсем темрен те укҫа тума пӗлеҫҫӗ. Ан ӳркен кӑна. Пирӗн тӑрӑхра сиплӗ тӗрлӗ курӑк ӳсет. Ӑна пухмалла кӑна. Канаш районӗнче чей туса кӑларма тытӑннӑ. Ҫав ӗҫпе ҫине тӑраканни – асӑннӑ тӑрӑхри «Мелилотус» тирпейлекен кооператив. Вӑл хӗлхен курӑкӗнчен хатӗрленӗ чее пӗчӗк хутаҫа тултарса сутать. Ҫакна та палӑртмалла: Ҫӗнӗ Шелттӗмри ҫав кооператив унччен чӑваш пылне, пыллӑ квас тата пылак шыв туса сутма тытӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |