чӳк уйӑхӗн 4-8 хушшинче Пензӑра иртнӗ "Созвездие" ятлӑ ача-пӑча пултарулӑхӗн фестивалӗнче Куславвкари интернат шкулӗнчи духовой инструмент ансамблӗн коллективӗ чи лайӑххи тесе палӑртнӑ.
Фестивалте 28 регионтан 250 хутшӑнакан пулнӑ. Ачасем Пушкӑрт, Калмыки, Мордови, Чӑваш, Кабардин-Балкари Республикинчен, Краснодар тата Ставрополь енӗсенчен, Белгород, Владимир, Иваново, Кострома, Ленинград, Липецк, Мурманск, Чулхула, Оренбург, Орел, Пенза, Пермь, Рязань, Самара, Саратов, Свердловск, Тамбов, Тверь, Чӗмпӗр облаҫӗсенчен, Мускавпа Санкт-Петербург хулисенчен хутшӑннӑ.
Ҫӑлкуҫ: Culture21.ru