Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -15.7 °C
Пуриншӗн те пӗр хӗвел.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: «Электронлӑ сӑмахсар» сайтӗнче — тулли Ашмарин словарӗ

Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Туянатӑп Чăваш Наци библиотеки 1996, 1997, 2000, 2004, 2009, 2013, 2014 çулсенче кăларнă ...
Паллашу Ялта пуронатоп, начал привычкосемсер, ещместеп туртмастоп. Хелп паллашас тетеп.х...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Аçтахар Плотников 24.05.2022 12:41 | 726 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ йӗркеленӗ «Электронлӑ сӑмахсар» сайтра Николай Ашмарин хатӗрленӗ словарӗ тинех тулса ҫитрӗ. Халӗ кунта пӗтӗм 17 томпа паллашма пулать.

Ашмаринӑн сӑмах пуххине электронлӑ вариантра тупма йывӑр мар. PDF форматпа ӑна тӗрлӗ сайтсенчен уҫласа илме май пур. Ҫавӑн пекех ятарлӑ программа та пуррине пӗлетпӗр — вӑл ҫак словарь тӑрӑх шырама пӗлет. Шел те, ӑна хатӗрлекенӗсем унта тӗслӗхсене кӗртмен. «Электронлӑ сӑмахсара» кӗртни вара ҫак сӑмах пуххинче тулли шырав тума май парать. Ҫав шутра, тӗслӗхсенче те!

Ашмаринӑн сӑмах пуххине туллин электронлӑ варианта куҫарас ӗҫе эпир 2018 ҫулта пуҫӑнтӑмӑр. Ӗҫлекенсем: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников тата ыттисем. Ку ӗҫе эпир паллӑ ӑсчахӑн юбилейӗ тӗлне тӑвасшӑнччӗ. Йӑлт туса ҫитернӗччӗ ӗнтӗ, 3-мӗш том кӑна юлнӑччӗ (пӗри хӑйӗн ҫине илнӗ ӗҫе вӗҫлеменнине пула). 3-мӗш томран та 1/3 пайне тунӑччӗ ӗнтӗ (тепӗр ҫын). Кайран пирӗн урӑх ӗҫ тупӑнчӗ: «Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫине» пуянлатасси. Ҫак хушӑра 3-мӗш томӑн тунӑ 1/3 пайӗ те таҫта ҫухалнӑ... Шыраса вӑхӑт ирттерес мар тесе хальхинче пӗтӗмӗшле тӑвас терӗмӗр. Тавах Алина Ивановӑна, вӑл ҫак ӗҫе хӑвӑрт туса пачӗ! Ӗнерхи кун (темшӗн хӑвӑрт конвертацилесшӗн пулмарӗ…) юсанӑ текста сайта кӗртнипе иртрӗ. Ку 3-мӗш том, кӑшт нушалантарчӗ пулин те, тинех сайта вырнаҫрӗ! Словарьти сӑмах статйисен шучӗ 50 пине ҫитрӗ (Ашмаринӑн сӑмах пуххинче 55 пин теҫҫӗ, чӑннипе вара — 50 пин).

Николай Иванович Ашмарин ҫак хӑйӗн чи калӑпӑшлӑ ӗҫне 30 ҫул хушши тунӑ. Малтанхи томӗсем 1917-мӗш ҫулччен пичетленнӗ. Каярах словаре кӑларас ӗҫе ҫӗнӗрен 1928 ҫулта пуҫӑнаҫҫӗ. Николай Ашмарин хӑй пӗрремӗш 5 томне ҫеҫ кӑларма ӗлкӗрнӗ. Малалла ӗҫе Николай Резюков хатӗрлеме пулӑшнӑ. Ашмарин вилсен ӗҫе малалла Резюков тӑснӑ. 17-мӗш том вӑрҫӑ хыҫҫӑн кӑна, 1950-мӗш ҫулта кун ҫути курнӑ. 1994–2000 ҫулсенче ку словаре репринт мелӗпе тепре пичетлесе кӑларнӑ.

Паян вӗҫленнӗ ӗҫ — эсир пулӑшнипе пулнӑскер. Пире малалла та пулӑшас кӑмӑл пур пулсан, укҫа куҫармалли мелсене «Чӑваш халӑх сайчӗн малашлӑхӗ пирки: ҫу уйӑхӗ…» статьяра кӑтартнӑ. Ҫу уйӑхӗнче эсир (ҫав шутра, тен, эсӗ те пур) 9 583 тенкӗ куҫарса пулӑшнӑ.

#пулӑшу, #аталану, #Николай Ашмарин, #сайтсем, #ЧЧЛ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://samah.chv.su/dict/8.html
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ Google.Translate валли пулӑшма йыхравлать
2021, 08, 27
Миллионлӑ ӗҫ
2021, 10, 15
Куҫару сайчӗ ҫӗнелнӗ
2022, 01, 24
«Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫинче» 1,1 млн мӑшӑр
2022, 04, 28
Электронлӑ сӑмахсарсен сайтӗнче ҫӗнӗ словарь
2022, 05, 06

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org