Юлашки ҫулсенче республикӑра «Агро-100» клуб йӗркелесси ырӑ йӑлана кӗчӗ. Мӗне пӗлтерет-ха вӑл? Вӑл — ял хуҫалӑх предприятийӗсем епле ӗҫленине кӑтартакан рейтинг. Иртсе кайнӑ ҫулталӑкри ӗҫ-хӗле шута илсе Чӑваш Енӗн «Агро-Инновации» хысна предприятийӗ «Агро-100» клуб йӗркелет. Ӗнер вара ҫавна презентациленӗ.
Клубӑн пӗрремӗш йӗркине «Авангард» тулли мар яваплӑ общество — «Ҫӗрпӳри бекон» йышӑннӑ. Ун хыҫҫӑн Вӑрнарти аш-какай комбиначӗ тата «Юрма» агроходинг пыраҫҫӗ иккен. Вӗсем хыҫҫӑн — «Ольдеевская» агрофирма, Елчӗк районӗнчи «Комбайн» кооператив, Йӗпреҫ районӗнчи «Рассвет» общество, Шупашкар районӗнчи «Чӑваш бройлерӗ» общество, Хӗрлӗ Чутай районӗнчи «Коминтерн» кооператив, Тӑвай районӗнчи «Акконд-агро» фирма, Комсомольски районӗнчи «Ҫӗр улмие мухтав» агрофирма пыраҫҫӗ. Кусем, эсир ӑнлантӑр пулӗ ӗнтӗ, малти вунӑ йӗркене йышӑнаканнисем.
«Агро-100» клуба Елчӗк районӗнчи 13, Комсомольскинчи 12, Шупашкар районӗнчи 10, Вӑрнарпа Патӑрьел районӗсенчи 9-шар, Канаш, Етӗрне, Пӑрачкав районӗсенчи 6-шар, Муркашри 5, Шӑмӑршӑ, Ҫӗрпӳ, Красноармейски районӗсенчи 4-шар, Хӗрлӗ Чутайри 3, Тӑвай, Куславкка, Йӗпреҫ тата Элӗк районӗсенчи 2-шер, Сӗнтӗрвӑрринчи 1 хуҫалӑх кӗнӗ. Ҫӗмӗрле, Вӑрмар тата Улатӑр районӗсем вара лекеймен.