Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗнче «Наци кӗтречӗ. Константин Иванова халалласа» курав уҫӑлнӑ. Ӑна чӑваш поэзийӗн классикне Константин Иванова тата унӑн вилӗмсӗр «Нарспи» поэмине халаллассине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха.
Курава уҫнӑ ҫӗре республика Элтеперӗ Олег Николаев, чӑваш парламенчӗн спикерӗ Леонид Черкесов, культура министрӗ Светлана Каликова тата ыттисем хутшӑннӑ.
«Нарспи» поэмӑна эпир ача чухне вӗреннӗ. Унти тӗп геройсене – Нарспипе Сетнера — халӗ те астӑватпӑр. Поэмӑна нумай ӑсчах, филолог, шухӑшлавҫа тӗпченӗ, ҫав ятпа спектакль тата опера хатӗрленӗ, ку вӑл хайлавӑн пӗлтерӗшне пӗлтерет», – тенӗ Олег Николаев.
Курав поэмӑпа ҫыхӑннӑ кӗнекесемпе, куҫарусемпе, сӑн ӳкерчӗксемпе, хаҫат статйисемпе, аудиодисксемпе, спектакльти тумсемпе паллаштарать.