Республикӑра
![]() Кӑҫал Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 77 ҫул ҫитнине паллӑ тӑвӑпӑр. Юлашки ҫулсенче кӑшӑлвируса пула Ҫӗнтерӳ парачӗ иртменччӗ. Кӑҫал мӗнле пулӗ? Мероприятисен планне Правительство ҫуртӗнче иртнӗ ларура сӳтсе явнӑ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, шкулсенче вӑрҫӑ ветеранӗсемпе тӗл пулӗҫ. Ҫавӑн пекех акцисем, концертсем, конкурссем иртӗҫ. Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкарти Республика лапамӗнче Ҫӗнтерӳ парачӗ иртӗ. Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, «Вилӗмсӗр полк», «Ӗҫ фрончӗн паттӑрӗсем» акцисем, Хӗрлӗ лапамра концерт иртӗҫ. Ҫавӑн пекех Шупашкар гарнизонӗн полкне 1,2 пин ытла ҫын хутшӑнӗ, механизациленӗ колоннӑна – 70 ытла техника. Парашютистсем ялавпа сикӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |