Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ӳркенмен ӑста пулнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Куславкка районӗн ЗАГС пайӗ ҫемье-юбилярсене парада йыхравлать

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Анастасия Пирӗшти 13.06.2013 23:38 | 1717 хут пӑхнӑ

Паянхи пурнӑҫ лару-тӑрӑвне ӑнланса та пӗтереес ҫук... Мӗнле ҫулпалла кустарать пурнӑҫ кустӑрми? Ку ыйту чӑнахах та пуҫа хыҫтарать. Те этемен чун хавалӗ улшӑнать, те самана сывлӑшӗ халӗ урӑхларах. Кӑна тӳрех ӑнланса пӗтереес ҫук. Ват кинемейсен вара сак ҫинче ларса «Эээх, вунӑ-ҫирӗм ҫул каялла пурнӑҫӗ урӑхлачӗ-ҫке» тесе лармалли ҫеҫ юлчӗ пулмалла.

Юрату туйӑмне те паянхи кун таптамаллипех таптаса ҫӗр ҫумне лапчӑтса хунӑ, шел пулин те паянхи ӑру ҫутӑ туйӑм хакне самай йӳнӗтнӗ. «Ӗмӗрлӗхех санпа пулма хатӗр» каланӑ сӑмахсем те тахҫан пӗр-пӗрне каҫса кайса юратнӑ икӗ чӗрешӗн темле самантра пуш параппана ҫапнӑ евӗр, пӗлтерӗшсӗр пулса тӑраҫҫӗ. Пӗр ҫул хушшинче 50 мӑшӑр ҫемьеленсен, ҫавӑн чухлех уйрӑлаҫҫӗ. Паян пӗрлешнӗ мӑшӑр 5 ҫул пӗрле пурӑнса ҫитерсен вӗсене орденпа чыслама та шел мар.

Ҫапла вара Куславкка районӗнчи пӗрлешӳ кӗрменӗнче чаплӑ уяв ирттерме палӑртнӑ. Уяв хӑнисем — 5, 10, 15, 20, 25, 30, 35, 40, 45, 50, 55, 60 ҫул хушши хӑйсен юратӑвне ҫемьере тытса пыракан мӑшӑрсем.

Ҫемьесен юбилей парадне утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Куславкка районӗн пӗрлешӳ кӗрмененче ирттерме палӑртнӑ. Кӑмӑл тӑвакансем хаваспах уява хутшӑнма пултараҫҫӗ.

Заявкӑсене утӑ уйӑхӗн 1-мӗшччен 2-11-69 телефон номерӗпе йышӑнаҫҫӗ е пӗрлешӳ керменӗнче: Куславкка хули, Карл Маркс урамӗ, 13 ҫурт, ЗАГС пайӗ.

#Куславкка районӗ, #ЗАГС, #мӑшӑрлану, #парадсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем