Персона
![]() Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Раштав уйӑхӗн 27-мӗшӗнче чӑваш халӑх художникӗн Виктор Немцевӑн (1936-2018) ячӗпе асӑну хӑми уҫнӑ. Ӑна Гагарин урамӗнчи ҫуртсен пӗрин ҫине вырнаҫтарнӑ. Унта хӑй вӑхӑтӗнче художник пурӑннӑ. Асӑну хӑмине уҫма чылай ҫын пуҫтарӑннӑ. Вӗсене сивӗ ҫанталӑк та хӑратайман. Тӳре-шараран Чӑваш Енӗн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен, архив ӗҫӗн министрӗн ҫумӗ Георгий Богуславский пулнӑ. Виктор Немцевӑн хӗрӗ Лариса Захарова та унта ҫитнӗ. Асӑну хӑмин никӗсӗнче – художникӑн сӑнӳкерчӗкӗ. Портрет бронза рельефне 700х1200 виҫеллӗ гранит плита ҫине вырнаҫтарнӑ. Текста вырӑсла тата чӑвашла ҫырнӑ. Ӗҫӗн авторӗсем: Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ художникӗсем В.А. Зотиков тата Л.Я. Тихонов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |