Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Ҫутҫанталӑк
![]() pogoda21.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре ӑшӑ кунсем ҫаплах вӗҫленмен-ха. «Погода Чувашии» (чӑв. «Чӑваш Ен ҫанталӑкӗ») портал пӗлтернӗ тӑрӑх, ыран республикӑра сывлӑш 3-5 градус таран ӑшӑтать. Ҫав хушӑрах ҫанталӑк ӑшӑтни каллех ҫил кассӑн-кассӑн вӗрнипе пӑсӑлӗ, ҫеккунтра 17 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. Ӑшӑ ҫанталӑкпа пӗрле ҫумӑр ҫӑвӗ. Кӑнтӑрлахи апатчен ҫумӑр пуласса кӗтеҫҫӗ, кайран — ҫумӑрпа юр хутӑш ҫӑвӗ. Синоптиксем шухӑшланӑ тӑрӑх ҫанталӑк вырсарникун сивӗтет. Температура -3 -5 градус сивӗ таран анӗ. Тунтикун температура тата та ытларах сивӗрех пулӗ — минус 10-12 градус таран. Ытларикун юр ҫумалла, анчах юнкун каллех ӑшӑ килӗ. Чӑн-чӑн хӗллехи ҫанталӑк кӗҫнерникунтан тин пуҫланать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |