Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Культура
![]() Ыран пӗтӗм чӑвашсен черетлӗ «Асам» кинофестиваль ӗҫлеме пуҫлӗ. Вӑл онлайн мелӗпе раштавӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 20-мӗшӗччен иртӗ. Кинофестиваль икӗ Youtube-каналта ӗҫлӗ. Ку — «Чӑвашкино» патшалӑх киностудийӗн каналӗ, тата «Сувар ТВ» канал. Жюри пайташӗсене пӑхса тухма 12 вӑйӑллӑ фильм, 9 илемлӗ- документаллӑ, ҫавӑн пекех 12 документаллӑ фильм тӑратнӑ. Кинофестивальте Владимир Галошев режиссерӑн икӗ анимаци фильмӗ те хутшӑнӗҫ: «Ҫыннӑн чӑн хакӗ. Мӗнле пӗлмелле ӑна» (2021, вырӑс чӗлхиллӗ) тата «Хӗрлӗ ӗне» (2018, чӑваш чӗлхиллӗ). Конкурса кӗменнисен йышӗнче куракансем 2 вӑйӑллӑ, 6 документлӑ тата Владимир Синяев режиссерӑн 2 юмахӗпе паллашма пултараҫҫӗ. «Чи лайӑх илемлӗ фильм», «Чи лайӑх документлӑ фильм», «Чи лайӑх кӗске метражлӑ фильм» тата «Чи лайӑх анимаци фильмӗ» номинацисенче мала тухнисене Шупашкарти пӗтӗм тӗнчери кинофестивале кӗртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |