Пӑтӑрмахсем
![]() profile.ru сайтри сӑн Канаш районӗнчи 45 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ. Вӑл ашшӗне вӗлерме пултарнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Следстви комитечӗ ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Вӑрӑмпуҫ ялӗнче пурӑнакан арҫын 71 ҫулти ашшӗне килте ҫӗҫӗпе темиҫе хутчен чикнӗ. Ватӑскер сурансене пула вилнӗ. Палӑртмалла: вӗсем пӗрле пурӑннӑ. Ывӑлне тытса чарнӑ. Ҫитес вӑхӑтра ӑна следстви вӑхӑтӗнче хупса усрас ыйтӑва татса парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |