Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Выртакан чул мӑкланать, ҫӳрекен чул якалать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: 545 ҫул тултарнӑ ятпа — ял уявӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Зотова 04.06.2013 08:45 | 2033 хут пӑхнӑ

Етӗрне районӗнчи Кӑкшӑм ял тӑрӑхӗнче кашни ҫулах черетпе ял кунне уявлаҫҫӗ. Кӑҫал Кӑкшӑм ялӗн кунне уявлама шутланӑ —кӑҫал вӑл шӑпах 545 ҫул тултарать. Уява ял пуҫӗнче вырнаҫнӑ Ҫамрӑксен урамӗнчи уҫланкӑра ирттерес тенӗ. Кунта ятарлӑ сцена, хӑнасене лармалли саксемпе сӗтелсем ӑсталаса лартнӑ.

Ял пуҫлӑхӗ К.Н.Михайлов уява уҫнӑ май паянхи уява ирттерме пулӑшнӑ спонсорсене, ял халӑхне тав сӑмахӗ каларӗ.

Уяв хӑнисем Н.Ю. Миронова, «Заветы Ильича» колхоз передседателӗ В.И. Иванов, Палтай чиркӗвӗн священникӗ Владимир атте, Пӗрҫырлан ял пуҫлӑхӗ Н.Ю. Степанова пухӑннисене уяв ячӗпе саламларӗҫ.

Кӑкшӑмри 9 ҫул вӗренмелли шкулта чӑваш чӗлхине вӗрентекен Людмила Иосифовна Александрова «Кӑкшӑм ял историйӗ» доклад каласа пачӗ. Вӑл шкулти Ӗҫпе ҫар мухтавӗн музейне ертсе пырать, тавралӑх кун-ҫулӗпе интересленет, архиври документсемпе паллашнӑ май Людмила Иосифовна Кӑкшӑм ялӗ революциччен Байбахтино ятлӑ пулнине шыраса тупнӑ. Сӑмах май, шкулти музее йӗркелесе яраканӗ унӑн хуняшшӗ — Чӑваш АССР тата РСФСР тава тивӗҫлӗ агрономӗ Александров Вячеслав Александрович.

Кӑкшӑм ялӗ хӑйӗн ывӑл-хӗрӗсемпе чӑннипех те мухтанма пултарать: Казаков Г.Н. — Чӑваш кӗнеке издательствин тӗп редакторӗ пулнӑ; Моисеев Ф.Н. — таврапӗлӳҫӗ; Лисицына З.В. — ЧР тава тивӗҫлӗ артистка; Евграфов Я.Е. — инженер-конструктор, кораблестроитель, Ленин орденне икӗ хутчен илме тивӗҫлӗ пулнӑ; Федоров Н.Ф. — профессор; Арсентьев В.А — Беларуҫ тӗп университетӗнче тӑрӑшать, профессор; Иванов О.П. — подполковник; Зотова Г.В. — хисеплӗ таварапӗлӳҫӗ, ҫыравҫӑ. Орден-медаль илнисем питех те нумай.

Уявра ялти кашни урамри артистсем улшӑнса халӑха савӑнтарчӗҫ Етӗрнери «Калинка» ансамбль та Уйкас, Пӑчанар, Ваҫкасси тата Ҫуткасси ялӗнчи юрӑ-ташӑ ӑстисене халӑх кӑмӑлласа йышӑнчӗ.

Хӑнасене кӗтсе поварсем пилӗк хуран какай яшки пӗҫернӗ, тӗрлӗ салат янтӑланӑ. Вӗсене чунтан тав сӑмахӗ калас килет.

#Ваҫкасси, #Пӑчанар, #Уйкас, #ял уявӗсем, #Кӑкшӑм ял тӑрӑхӗ, #Палтай, #Пӗрҫырлан, #Кӑкшӑм, #Ҫуткасси

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем