Тутарстанпа Ульяновск облаҫӗнчи чӑваш чӗлхи вӗрентӳҫисем чӑмӑртанса ӗҫлеме тӗв турӗҫ.
Юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Тутарстанри Теччӗ районӗнче – Кӑнна Кушкинчи вӑтам шкулта – икӗ регионти тӑван чӗлхемӗре вӗрентекенсен конференцийӗ иртрӗ. Унта Ульяновск облаҫӗнчен – 17, Теччӗ районӗнчен – 15 вӗрентӳҫӗ хутшӑнчӗҫ. Конференцин тӗп теми – “И.Я. Яковлев еткерлӗхe тата хальхи шкул”.
Конференцие йӗркелекенсем – облаҫри вӗрентӳ департаменчӗ, УОЧНКА тата Теччӗ районӗн вӗрентӳ уйрӑмӗ.
Ҫула тухас умӗн Чӗмпӗр Ен вӗрентӳҫисем Аслӑ Патриархӑмӑр палӑкӗ умне чӗрӗ чечексем хучӗҫ. Палӑртни лайӑх пурнӑҫлантӑр тесе авалхи йӑлапа И.Я. Яковлевран пил илчӗҫ.
Иван Яковлевич ҫӗрӗ хӑнасене яланхи пекех ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илчӗ. Малтанах вӗрентӳҫӗсене ял администрацин пуҫлӑхӗ С.В. Гаврилов, чӑваш чӑлхине вӗрентекен А.С. Байдеряков, музей ертӳҫи А.А. Пыркин, Теччӗ районӗнчи чӑвашсен культура центрӗн председателӗ В.Г. Вериялов ялпа, музейпа, унти паллӑ вырӑнсемпе паллаштарчӗҫ.
Шкулӑн пуху залӗнче вӗрентӳҫӗсене малтан ял ертӳҫи саламларӗ.
— Шкул, вӗрентӳ ыйтӑвӗ шухӑшлаттарать. Ачасен шучӗ ялта ҫулсерен чакса пырать. Ӗлӗкрех Кӑнна Кушки шкулӗнче 700 ача вӗреннӗ пулсан паян вара 41(!) ача ҫеҫ юлчӗ. Шкула хупас хӑрушлӑх тухса тӑрать.
— Пирӗн районта 445 ача чӑваш чӑлхине ӑса хывать, — терӗ Меляуша Рафаелевна. — Эпир И.Я. Яковлев Халалне тӗпе хурса чӗлхене упрассипе нумай ӗҫлетпӗр. Иван Яковлевич 160 ҫул тултарнине паллӑ тума хатӗрленетпӗр.
Шкул ертӳҫи Л.Е. Сачкова кӗскен шкулти лару-тӑрупа паллаштарчӗ.
— Тепӗр пилӗк ҫултан парта хушшине пурӗ 18 ача ҫеҫ ларӗ, — терӗ вӑл. — Эпӗ аптaранипе педсоветра вӗрентӳҫӗсен умне тепӗршер ача ҫуратма е тӑлӑхсен ҫурчӗсенчен усрава ача илме ыйту тӑратрӑм. Ку шӳт мар. Пирӗн шкул методика материалӗсемпе, ырӑ йӑла-йӗркепе пуян. Ҫак пуянлӑха пӑрахӑҫламалла-и вара?
Владимир Вериялов Ульяновск облаҫӗнче ӗҫленӗ вӑхӑтсене ырӑпа аса илсе УОЧНКА, вӗрентӳ департаменчӗ, учительсен пӗлӗвне ӳстерекен институт, “Канаш” хаҫат ӗҫӗсене ырларӗ.
— Районти вӗрентӳ уйрӑмӗ пулӑшнипе эпир Таркӑнпуҫӗнче, Кивьялта, Юккелте чӑваш чӗлхи кружокӗсене уҫрӑмӑр. Ӳлӗмрен, тен, урок мелӗпе вӗрентме тытӑнӑпӑр. Пӳхтелӗнче те лайӑх ӗҫлеҫҫӗ, — терӗ вӑл.
Кунта чӑваш чӗлхине вӗрентекен А.С. Байдеряковaн та мухтанмалли пайтах: ӑшӑ та илемлӗ класс, компьютер, методика хатӗрӗсем тата видеоматериалсем, альбомсемпе вӗрентӳ пособийӗсем. Вӑл “Ҫӗнӗ шкул” программӑпа кӗскен паллаштарчӗ.
Пӳхтел шкулӗнчен килнӗ Г.Ф. Торгашова хӑйӗн ӗҫ опычӗ ҫинче чарӑнса тӑчӗ.
— Аслӑ Патриархӑмӑр ҫӗрӗ ҫинче ҫакӑн пек пуҫтарӑнма эпӗ тахҫанах ӗмӗтленнӗ, — пуҫларӗ калаҫӑвне вӗрентӳ департамeнчӗн тӗп специалисчӗ Федосия Тимофеевна Улендеева. — Эпир кунта мухтанма мар, ӗҫ опычӗпе паллаштарма, пӗр-пӗринчен вӗренме килнӗ. Пирӗн пурин те пӗр тӗллев – кашни чӑваш ачине амӑш чӑлхипе калаҫтарасси, халӑхӑмӑрӑн культурипе, историйӗпе паллаштарасси. Ку енӗпе эпир шкулсенче кружоксемпе факультативсем йӗркелетпӗр, олимпиадӑсем ирттеретпӗр, чӑвашлӑха ҫамрӑксене явӑҫтарма, пултаруллисене палӑртма тӑрӑшатпӑр. Вӗрентӳҫӗсенчен РФ тава тивӗҫлӗ учительне Л.Ф. Ярославскаяна (Чyрекел), Н.М. Сайгушевӑна (Ирҫел), ҫамрӑксенчен “Раҫҫей чӑваш пики – 2006” конкурс ҫӗнтерӳҫине Аня Буркинана (Ирҫел) асӑнса хӑварас килет.
Унтан вӑл Теччӗ районӗнчи хастар вӗрентӳҫӗсене кӗнекесем парса чысларӗ.
Ун хыҫҫӑн Ульяновск облаҫӗнчен килнӗ вӗрентӳҫӗсем Н.Н. Кушты (Чaнлӑ районӗ, Пӳхтел), С.В. Яковлева (Ульяновск районӗ, Салмановка), Л.Ф. Ярославская (Майна районӗ, Чyрекел) хaйсен ӗҫ опычӗпе паллаштарчӗҫ. Курни-илтнипе хавхаланнӑскерсем хaйсен вӗрентекенeсене каласа пама, экскурсие илсе килме шантарчӗҫ.
Учительсен пӗлӗвне ӳстерекен институтӑн методисчӗ В.А. Архипова хӑй калаҫӑвне Г.Волков ҫыравҫӑ-ӑсчах сӑмахӗсенчен тытӑнчӗ. "Ҫичӗ чиркӳ тӑвиччен пӗр тӑлӑх ачана ӳстерни лайӑхрах, – терӗ вӑл. – Паянхи лару-тӑрура чӑвашлӑх, чӗлхе ҫинчен нумай калаҫиччен вунӑ ачана пуҫтарса вӗрентни усӑллӑрах пулӗ тетӗп. Пирӗн тӗп тӗллев – ачасенче чӑвашлӑх никӗсне хывса халӑха юратма вӗрентесси, йӗркеллӗ ҫын ӳстересси."
Вӑл та пушӑ алӑпа килмен: шкула чӑваш эрешӗсен кӗнекине парнелерӗ.
— 131-мӗш Федераллӑ саккун аваннипе пӗрле пире йывӑрлӑхсем те илсе килчӗ, — терӗ УОЧНКА ертӳҫи Владимир Ильич Сваев. — Пирӗн пуҫа усмалла мар. Иван Яколевича хӑй вӑхӑтӗнче тата йывӑртарах пулнӑ. Шел пулин те, чӑвашсем вырӑсланса пыни пирӗн регионта кӑна мар, Чӑваш Енре те палӑрать. Пӗрле, пӗр ҫыхӑнура ҫеҫ эпир сыхланса юлма пултаратпӑр. Паянхи йышӑнӑва (резолюци) влаҫсем патне ҫитерӗпӗр.
Владимир Ильич чӑвашлӑхшaн ырми-канми тӑрӑшакансене Тав хучӗсем парса чысларӗ.
Юлашкинчен вӗрентӳҫӗсем йышӑну ҫирӗплетрӗҫ.
"Ҫак асамлӑ ҫӗр паян пире тата лайӑхрах ӗҫлеме вӑй-хӑват пачӗ", – терӗҫ вӗрентӳҫӗсем Кӑнна Кушкипе сывпуллашнӑ май.
Нина Еграшкина.
Кaнна Кушки ялӗ.
"Канаш" хаҫат, 2007, чӳк, 8-мӗшӗ.