Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ӗнен сӗчӗ чӗлхе вӗҫӗнче.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Ҫӗнӗ Шупашкар троллейбус деповӗнче харӑс икӗ директор хуҫаланать

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Анастасия Пирӗшти 20.05.2013 21:02 | 1039 хут пӑхнӑ
Депон икӗ директорӗ
Депон икӗ директорӗ

Ҫапла, паянхи кун та Ҫӗнӗ Шупашкарти депо хуҫалӑхӗ тавра хӗрӳ харкашусем пыраҫҫӗ. Директор пуканӗ ҫине ларас тесе тӳрех икӗ ҫын тупӑшать.

Ҫак ӗҫ-пуҫ акӑ мӗнрен пуҫланнӑ-ха. Пӗлтер, раштав уйӑхӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарӑн депо хуҫалӑхӗн пуҫлӑхне Вениамин Артемьева ӗҫ вырӑнӗнчен кӑларнӑ. Кунпа вӑл килӗшмен, вара суд урлӑ ҫак ӗҫ-пуҫа майлама шутланӑ.

Иртнӗ кунсенче Вениамин Артемьева каялла директор пуканӗ ҫине лартас тӗлӗшпе сут ларӑвӗ иртрӗ. Вара, ҫапла, Артемьева ӗҫ вырӑнне каялла «тавӑрмалла» тунӑ. Анчах суд пӗтӗмлетӗвӗпе хула администрацийӗ килӗшсех кайман иккен, ҫавӑнпа та пуль унчченхи директора валли пукана пушатма васкамаҫҫӗ. Паянхи кун депо пуҫлӑхӗ вырӑнӗнче Валерий Шимин ларать. Венимин Артемьев вара ӗҫ вырӑнне тавӑрас тесе тата тӗпер хут суда утасшӑн иккен.

Троллейбус шофёрсемпе кондукторсен калаҫӑвӗ тӑрӑх Вениамин Артемьев депо пуҫлӑхӗ вырӑнӗнче хӑйӗн ӗҫне тивӗҫлипех тытса пыман. Вӑл ӗҫленӗ вӑхӑтра депора нимӗнле ҫӗнӗлӗх те курӑнманнипе пӗрех иккен.

ШӖМ ӗҫченӗсем хула администрацийӗнчен суд пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗ пулса Вениамин Артемьевӑн ӗҫ вырӑнне тавӑрса пама ыйтаҫҫӗ. Ку ыйтӑва ҫитес кунсенче татса памасан приставсем Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗпе пуҫилле ӗҫ пуҫарссипе хӑратаҫҫӗ.

#Ҫӗнӗ Шупашкар, #транспорт, #ҫул-йӗр

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/newsv2/62838.html
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем