Ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче паллӑ ӑсчах-энциклопедист, историк, этнограф, фольклорист, лексикограф, педагог, аслӑ шкул йӗркелӳҫи, Атӑлҫи халӑхсен тӗпчевҫи, чӑвашсен пӗрремӗш хаҫатне йӗркеленӗ Николай Никольский ҫуралнӑранпа 135 ҫул ҫитет. Паллӑ ентешне асра тытса Никольскин тӑван енче, Уйкас Янасал ял тӑрӑхӗнче (Николай Васильевич унти Купӑрля ялӗнче ҫуралнӑ), ӗнер пысӑк уяв ирттернӗ.
Унта Тутар, Пушкӑрт республикисенчен, Чулхула, Чӗмпӗр облаҫӗсенчен те ӑслӑлӑх ҫыннисем килсе ҫитнӗ. Мероприяти Никольский ячӗллӗ паркра иртнӗ митингпа уҫӑлнӑ. Унта Николай Васильевич тӑванӗсем те хутшӑннӑ.
Уявӑн малаллахи пайне Никольский ячӗллӗ музее тата вулавӑша кӗрсе курни, йывӑҫран тӗрлӗ япала касас енӗпе ӑста Петр Мазуркин куравӗпе паллашни тата Сосновкӑри вӗрентӳпе культура центрӗнче иртнӗ «Никольский вулавӗсем» ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ тӑснӑ.
Паллӑ ентешӗн ятне асра хӑварас тесе унти ял тӑрӑхӗ сахал мар ӗҫ туса ирттерет. Сӑмахӑмӑра ҫирӗплетме ун ячӗпе хӑй вӑхӑтӗнче бюст уҫнине, Никольский музейне пуянлатса та ҫӗнетсе тӑнине кӗртмелле. Муркашсем малашне те Никольские сума суса тӑма шантарнӑ.
Сӑнсем (57)