Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Мухтаннӑ сунарҫӑ мулкачӑ тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Ҫӗнтерӳ кунӗнче cак «капкӑнне» ветерансем те лекнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Анастасия Пирӗшти 12.05.2013 18:04 | 1211 хут пӑхнӑ

Кӑҫалхи Ҫӗнтерӳ кун уявӗ Шупашкарта самаях кӑсӑклӑ та савӑнӑҫлӑ иртрӗ. Савӑк кӳнӗсӗр пуҫне хула ҫыннисемпе хӑш-пӗр ветерансен кӑмӑла хуҫакан пулӑмсемпе те тӗл пулма килчӗ — Ҫӗнтерӳ кунне уявлани ҫынсен ҫипуҫӗ ҫинче ятарлӑ паллӑ евӗр асӑнмалӑх юлнӑ иккен.

Кӗҫнерникун, ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Ҫӗнтерӳ кунне уявлама Шупашкарти хӗрлӗ тӳремре нумаййӑн пуҫтарӑннине пурте асӑрхарӗҫ пулӗ. К.В. Иванов ячӗллӗ чӑваш академи драма театрӗ умне те концерта пӑхма пынӑ ҫынсем сахал марччӗ.

Сценӑран инҫех мар 7 сарӑ тӗслӗ сак вырнаҫнӑ. Вӗсене Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн кӑшт маларах ҫеҫ сӑрланӑ пулнӑ имӗш. Сак ҫинчи сӑрӑ вара типсе ҫитеймен-мӗн. Уява пынӑ ҫынсен каланӑ тӑрӑх сак ҫывӑхӗнче «Сӑрланӑ» асӑрхаттару хучӗ те пулман, ҫавӑнпа канса илес тӗлӗшпе сак ҫине сахал мар ҫын ларнӑ — хӑйсен ҫипуҫӗсене варалатнӑ.

Сак «капкӑнне» лекнӗ ҫынсем хушшинче шел пулин ветерансем те пулнӑ.

— Эпӗ кӳлмек тӑрӑх уҫӑлса ҫӳренӗ хыҫҫӑн канас тесе ҫывӑхри сак ҫине ларма шутларӑм — шӑлавара та, курткӑна та варалатрӑм. Тем пек тасатма хӑтлантӑм, ҫапах тӑрӑшни кӑлӑха пулчӗ. Вара ацетон шӗвекне туянма тиврӗ, хыҫҫӑн ҫипуҫа тасатма — килелле, — пӗлтерчӗ Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ Федор Андрианов.

Ку ырӑ мар ӳкерчӗке Виктор Федоров депутат та асӑрханӑ. Ветерансене хӑйсен уявӗнче кӑмӑлсене хуҫас мар тесе депутат лавккана ацетон илме васканӑ. Саксене вара каярахпа хура пӗркенчӗкпе витнӗ.

#уявсем, #Ҫӗнтерӳ кунӗ, #Шупашкар, #пӑтӑрмахсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/newsv2/62692.html
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем