Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Выльӑх-чӗрлӗх алла пӑхать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Аппӑшне пуртӑпа вӗлересшӗн пулнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 07.12.2020 20:17 | 932 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем
don24.ru сайтри сӑн
don24.ru сайтри сӑн

Патӑрьел районӗнчи Ҫӗнӗ Ахпӳртре пурӑнакан 58 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл аппӑшне пуртӑпа вӗлерме тӑнӑ тесе шутлаҫҫӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗнче 17 сехетре арҫын килӗнче пулнӑ. Хайхискер 65 ҫулти аппӑшне курайманнипе ӑна вӗлерме шутланӑ.

Арҫын пуртӑ йӑтнӑ та ун патне кайнӑ. Ӑна пуҫӗнчен темиҫе хутчен ҫапнӑ. Анчах ирсӗр ӗҫне вӗҫне ҫитереймен – аппӑшӗ килтен тухса тарса пулӑшу ыйтнӑ.

Хӗрарӑм халӗ пульницӑра выртать. Арҫынна вара тытса чарнӑ. Палӑртмалла: вӑл унччен ҫынна вӗлернӗшӗн судпа айӑпланнӑ.

#пӑтӑрмахсем, #Патӑрьел районӗ, #Ҫӗнӗ Ахпӳрт

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/68453
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Ларпи // 1056.65.5205
2020.12.07 20:29
Пӑтӑрмахсем: Аппӑшне пуртӑпа вӗлересшӗн пулнӑ - ку пӑтӑрмах Кивӗ Ахпӳрт ялӗнче пулса иртнӗ, эсир ял ятне тӗрӗс мар ҫырнӑ.
Ларпи // 1056.65.5205
2020.12.07 20:37
Старое Ахпердино- Кивӗ Ахпӳрт (Марина Карягина ялӗ), Новое Ахпердино - Ҫӗнӗ Ахпӳрт (Людмила Сачковапа Юлия Силем ялӗ)

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем