Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Спорт
![]() joker.ykt.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинче Урамри баскетболӑн пӗтӗм тӗнче шайӗнчи центр тӑвасшӑн. Ӑна кредит учрежденийӗсенчен пӗрин, «Промсвязьбанкӑн», «ПСБ – детям» (чӑв. ПСБ – ачасем валли) Пӗтӗм Раҫҫейри спорт проекчӗпе килӗшӳллӗн тума хатӗр. Нумаях пулмасть республикӑн Правительство ҫуртӗнче Олег Николаев Элтепер тата РФ Патшалӑх Думин финанс рынокӗ енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫи Анатолий Аксаков «Промсвязьбанк» председателӗпе Петр Фрадковпа тӗл пулнӑ. Кредит учрежденийӗ республикӑри инвестици проекчӗсене укҫа хывма хатӗррине пӗлтернӗ. Унсӑр пуҫне вӑл ҫӑмӑллӑхлӑ ипотека парасси пирки те шухӑшласа пӑхма хатӗр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |