Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.3 °C
Ӗни хура та — сӗчӗ шурӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Республика Ҫӗнтерӳ кунне хатӗрленет

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
elmen 04.04.2013 11:56 | 1195 хут пӑхнӑ

Ҫӗнтерӳ кунӗччен вӑхӑт пур-ха. Анчах унӑн пӗлтерӗшне кура эпир ӑна чылай маларах кӗтсе илмешкӗн хатӗрленме пуҫлатпӑр. Аслӑ уява йӗркелесе ирттерес тӗлӗшпе ӗҫлекен ушкӑна Чӑваш Республикин правительствин пуҫлӑхӗ Иван Моторин хӑй ертсе пырать. Акан 3-мӗшӗнче вӑл тӳре-шарана пуҫтарса канашлу ирттерчӗ.

Куҫҫуль кӑларакан ҫак сумлӑ уяв халӑх асӑнче нумайлӑха юлтӑр тесе влаҫ ҫыннисем ҫулсерен мӗнпе те пулин тӗлӗнтересшӗн. Шупашкарсем кӑҫал, калӑпӑр, хулана уяв тӗлне тап-таса тӑвасшӑн. «Ҫамрӑк волонтерсен ушкӑнӗсем вӑрҫа ветеранӗсем патне ҫитсе килес шутлӑ — кирлӗ пулсан мӗнпе-тӗр пулӑшма та хатӗр вӗсем», — тет хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов.

Яш-кӗрӗм тӗп хулари Мускав районӗнче ав, «Таса пӳртре ӑша та хӑтлӑ», Ленин районӗнче «Таса чӳречесем» акцисем йӗркелес шухӑшлӑ. Вӗсен тӗллевӗсем ячӗсенченех паллӑ. Ҫӗнтерӗве туптакансене — вӗсем яланах хисепре пулсан та — ҫак кунсенче ытти чухнехинчен пысӑкрах тимлӗх уйӑрасшӑн-ҫке-ха. Акан 9-мӗшӗнче республикӑри вӗренӳ учрежденийӗсенче ятарлӑ программӑсем ӗҫлесе каяҫҫӗ. Культура министрӗ Вадим Ефимов «Раҫҫейӗн ҫентерӳллӗ кунӗсем» ятпа иртекен уйӑхлӑхра ҫамрӑксене Тӑван ҫӗршыва юратма хистекен мероприятисене явӑҫтарас кӑмӑллӑ. Ан тив, манса ан кайччӑр — кам пире фашизм пусмӑрӗнчен хӑтарса хӑварнине! Урама тухса ҫӳреме йывӑр пулсан — ветерансене киле пырсах чыслама тарӑшӗҫ. Уяв ячӗпе хисеплӗ ҫыннӑмӑрсем валли парнесем те хатӗрлеҫҫӗ. Апат-ҫимӗҫ пуххи пуҫтармашкӑн та сахал мар укҫа-тенкӗ кирлӗ пулать теҫҫӗ. Сывлӑх сыхлав министрӗ Алла Самойлова каланӑ тӑрӑх тата тепӗр миллион тенкӗ майлах. Хальлӗхе укҫа тупайман-ха — вӑхӑчӗ вара васкатать. Уява кӗтсе илнӗ май ялсемпе хуласен сӑн-сӑпачӗ те улшӑнмалла паллах. Ку Шупашкара уйрӑман пырса тивет — мӗшӗн тесен Ҫентерӳ кунне уявлассипе ҫыхӑннӑ сумлӑ нумай мероприяти шапах кунта иртмелле, ҫав шутра йӑлана кӗнӗ Ҫар парачӗ те. Унта пин ҫынна яхӑнах хутшӑнать тата алла яхӑн ҫар техникине те урама кӑларасшӑн урама.

Ҫӗнтерӳ салючӗ пулать-и тесе ыйтсан — паллах, унсӑрӑн мӗнле-ха вӑл! — пулчӗ хурав.

#Мускав районӗ, #Ленин районӗ, #Шупашкар, #Ҫӗнтерӳ кунӗ, #уявсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем