Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: «Яланах театр» ятпа драма кружокӗсен курав-конкурсӗ иртрӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Rodionova 19.03.2013 14:50 | 2305 хут пӑхнӑ

Муркаш районӗнчи Кашмашри информаципе культура центрӗнче пушӑн 17-мӗшӗнче «Яланах театр» ятпа драма кружокӗсен курав-конкурсӗ иртрӗ. Палӑртнӑ вӑхӑта халӑх та пуҫтарӑнчӗ, Шупашкартан ятарлӑ комисси те килсе ҫитрӗ. «Халӑх» ятне тепӗр хут ҫирӗплетсе парас тесе Кашмашри тата Орининти халӑх театрӗн артисчӗсем ҫак саманта тахҫантанпах кӗтсе хатӗрленнӗ ӗнтӗ, ҫапах та хӑйсенче хумханни палӑрать. Кашмашри культура ҫурчӗ ҫумӗнче йӗркеленнӗ халӑх театрӗ жюрипе курма килнисене Н.Угарин пьеси тӑрӑх лартнӑ «Юнланнӑ пӗркенчӗк» драмӑпа паллаштарчӗ. Спектаклӗн режиссӗрӗ — Чӑваш академи драма театрӗн артисчӗ Г.Федоров. «Шупашкарти артистсенчен пӗртте кая мар, питех те лайӑх вылярӗҫ хӑйсене шанса панӑ ролӗсене. Маттур артистсене ятранах асӑнса хаварас килет: Т. Цвыга, Н.Ершов, Г.Ершова, И. Майков, О. Сурикова, П. Борзаев, Р. Николаева, Е. Тихонова.

Оринин театрӗн артисчӗсемпе пӗрле ҫак курава ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ А.С. Волков та килсе курма кӑмӑл турӗ, кунта ҫитме машина та уйӑрса пачӗ. Орининсем те Н. Угарин драматург ҫырнӑ «Тӗпсӗр сӑпкари ача сасси» пьеси тӑрӑх лартнӑ спектаклӗн пӗр пайне лартса пачӗҫ. Спектакле тин кӑна Шупашкари культура институтне вӗренсе тухакан ҫамрӑк режиссер — И. Щекурина лартнӑ. Каласа хӑвармалла, Оринин халӑх театрӗ кӑҫал, кӗркунне, хӑйӗн сумлӑ 95-мӗш юбилейне паллӑ тӑвать. Коллективра чылайӑшӗ нумай ҫул ӗҫлесе паянхи кун та хӑйсен пултарулӑхӗпе халӑха савӑнтараҫҫӗ. Акӑ вӗсем: В.В. Васильев, Г.А. Иванова, Л.В. Родионова, В.П. Васильев. Оринин халӑх театрӗ Орининти вӑтам шкулпа питӗ тачӑ ҫыхӑну тытать. Аслисене кура шкул ачисем те сцена ӑсталӑхне кӗҫӗн классенчех туптама пуҫлаҫҫӗ. Паянхи спектакльте ҫакна кӑтартса пачӗҫ те ӗнтӗ ҫамрӑк, театр тӗнчинче хӑйсен пӗрремӗш утӑмсем тӑвакан артистсем: А. Угольников, В.Порфирьева, О. Сорокина. Халӑха хӑйсен ӑсталӑхӗпе тыткӑнласа макӑртма та пултарчӗҫ. Куракансене Надьӑпа, Валеркӑн телейсӗр шӑпи шухӑша ячӗ. Валерка рольне вылякан А.Угольников ҫамрӑк артист калӑпланӑ сӑнар куракансене уйрӑмах асра юлчӗ. «Ку спектакле вӗҫне ҫити курса пӗтерес килетчӗ, спектакль мӗнпе вӗҫленет-ши? — тени илтӗнчӗ халӑх хушшинче килсене саланнӑ май.

Тивӗшри культура ҫурчӗ ҫумӗнчи артистсем сцена ҫине тухсан куракансен сӑн-пичӗ кулӑпа ҫиҫрӗ. Курава хӑйсене тӗллӗн вӗреннӗ артистсем хӑпартлансах хатӗрленни куҫкӗрет. Вӗсем Николай Айзман ҫырнӑ «Ҫӳпҫипе хупӑлчи» пьеси тӑрӑх лартнӑ камитпе паллаштарчӗҫ куракансене. Кулӑшла самантсем чылай камитре. Курма-пӑхма питӗ аван. Куракансем халӑхран тухнӑ Тивӗш артисчӗсене ӑшшӑн алӑ ҫупса саламларӗҫ.

Жюри председателӗ — В.Н. Григорьев, халӑх пултарулӑх ҫурчӗн методисчӗ, курава петӗмлетнӗ май, районти драма ушкӑнӗсенчи хӑй тӗллӗн вӗреннӗ артистсем ҫулран ҫул сӑнарсене лайӑхрах калӑплама хӑнӑхса пынине палӑртрӗ, артистсене кирлӗ сӗнỳсем пачӗ, ӑнӑҫу сунчӗ.

#Кашмаш, #Оринин, #Тивӗш, #Муркаш районӗ, #шкулсем, #Шупашкар

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем