Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.0 °C
Тӗпсӗр ҫынна тӗмен ҫитмен.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Типӗ курӑк чӗртсе янӑ та улӑм ҫунса кайнӑ

Паллашу Ырӑ чунлӑ, ӗҫчен, ырӑ кӑмӑллӑ ял пурнӑҫне килӗштерекен хӗр упраҫпа Туран трекӗ ...
Паллашу Ҫемье ҫавӑрас тӗллевпе арҫынпа паллашатӑп ( ӗҫчен, начар привычкӑсӑр, пӗчӗк мар...
Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Софья Савнеш 12.08.2020 20:44 | 210 хут пӑхнӑ
Республикӑра
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Элӗк районӗнче типӗ курӑк ҫунтарни чутах инкекпе вӗҫленмен. Ҫулӑма 1 гектар ҫинчи улӑма тӗп тунӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет.

Ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Тури Татмӑш ялӗ ҫывӑхӗнче типӗ курӑка чӗртсе янӑ. Анчах асӑрханулӑх техникине пӑхӑнманран ҫулӑм сарӑлнӑ, улӑма тӗп тунӑ.

Ҫав кунах Куславккара, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Муркаш, Улатӑр, Шупашкар районӗсенче ҫӳп-ҫап ҫуннӑ. Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 1040 пушар тухнӑ. Инкексенче 32 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ, 47 ҫын суранланнӑ. 49 ҫынна ҫӑлнӑ.

#Улатӑр районӗ, #Муркаш районӗ, #Куславкка, #Ҫӗнӗ Шупашкар, #пушарсем, #Элӗк районӗ, #Шупашкар районӗ, #Тури Татмӑш

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Кӑшӑлвирус республикипех сарӑлать
2020, 05, 04
Кӑшӑлвирусшӑн пуҫлӑхсене сӑмах лекнӗ
2020, 05, 23
82 йӗкӗреш ҫуралнӑ
2020, 05, 29
Пляжсене хатӗрленӗ
2020, 06, 16
ФАПсемпе шкулсене интернетпа ҫыхӑнтарӗҫ
2020, 07, 30

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org