Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Ҫӑкӑр-тӑвар хире-хирӗҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Пенси виҫи ӳсет

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
galina.belkova 01.02.2013 09:48 | 1527 хут пӑхнӑ

«Пенси» сӑмаха чӑн чӑвашла куҫарсан вӑл «тӳлев» тенине пӗлтерет. Историре пӗрремӗш хут пенси пама тытӑнаканни Рим диктаторӗ Юлий Цезарь пулнӑ. Ҫапла майпа вӑл ватӑ салтак-ветерансене хӗсметре тӑнӑшӑн палӑртнӑ. Каярахпа хӑш-пӗр ҫӗршыв патшисем хӑйсен юратнӑ ҫыннисене акӑш-макӑш пысӑк пенсисем парса «тӑрантса» тӑнӑ. Ӗҫлесе канӑва тухнӑ ҫынсене пенси парассине чӑн малтан 1889 ҫулта Германире Отто фон Бисмарк канцлер йӑлана кӗртнӗ. Ҫак саккуна йышӑнни ҫӗршывӑн хыснине пысӑк йывӑрлӑх кӳмен, мӗншӗн тесен вӑл вӑхӑтра рабочисен ытларахӑшӗ аллӑ ҫула ҫитичченех ҫӗре кӗнӗ.

Пирӗн ҫӗршывра пенси 1956 ҫултанпа йӑлана кӗнӗ. Малтанласа ӑна хула ҫыннисене ҫеҫ панӑ, 1964 ҫулта вара Н.С.Хрущев хушӑвӗпе килӗшӳллӗн колхозниксем те ҫак тӳлеве илме пуҫлаҫҫӗ. Хальхи Раҫҫейре те ӗҫлесе канӑва тухнӑ ҫынсене Патшалӑх пенси парса пулӑшать. Хӑш-пӗрисемшӗн ҫакӑ — пурнӑҫа тытса пымалли пӗртен-пӗр тупӑш ҫӑлкуҫӗ. Вӑхӑтран вӑхӑта, хаксем тата коммуналлӑ тӳлевсем ӳссе пынӑ май, пенси виҫи те ӳссе пырать. Раҫҫей правительстви кун пирки ятарласа Постановленисем кӑларать. Сӑмахран, кӑрлачӑн 23-мӗшӗнче те 26-мӗш номерлӗ Постановлени ватлӑха е сусӑрланнине пула паракан пенси виҫи 6,6% ӳсни ҫинчен пӗлтерет. Пирӗн Чӑваш Республикинче пурӗ 320 пин ҫыннӑн пенсийӗ ӳсмелле. Паллах, ӳсӗмӗ кашнинех тӗрлӗрен пулать, вӑл малтан илсе тӑнӑ пенси виҫинчен килет. Вӑтамран илсен республикӑри пенсионерсен тупӑшӗ 550 тенкӗ ӳсмелле, пенси виҫи 9006 тенкӗпе танлашмалла. Ҫапла вара, нарӑсӑн пӗрремӗшӗнчен пуҫласа республикӑри пенсионерсене тӳлеме уйӑхсерен 3,1 миллиард тенкӗ укҫа каймалла. Ҫакӑнпа ҫырлахса лармасть патшалӑх, малалла та ватӑ тата сусӑрланнӑ ҫынсене паракан пулӑшу виҫине ӳстерме шантарать. Пенси виҫин ҫитес индексацийӗ кӑҫалхи ака уйӑхӗн пӗрремӗшӗнче пулмалла. Анчах та хаксем те пӗр вырӑнта тытӑнса тӑмаҫҫӗ, кунсеренех ҫӳлелле хӑпараҫҫӗ.

#политика, #патшалӑх, #укҫа-тенкӗ, #пенси

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем