Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Вутӑн алли те, ури те вӑрӑм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Г.С. Лебедев юбилейӗпе фольклор ушкӑнӗсем Салапайкассинче пухӑнчӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
YazykovaTP 22.01.2013 21:25 | 2195 хут пӑхнӑ

Кӑҫал, акан 28-мӗшӗнче, Чӑваш Республики Гимнӗн авторӗ Герман Степанович Лебедев композитор 100 ҫул тултарать. Шупашкар районӗ ҫак паллӑ куна тӗрлӗ мероприятисемпе кӗтсе илме палӑртрӗ. Уявсен сӗвемне Г.С.Лебедев ҫуралнӑ Салапайкасси ялӗнче пуҫлама йышӑнчӗҫ.

Акӑ, кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче Салапайкассинчи шкула районти тӗрлӗ вырӑнсенчи пултарулӑх ушкӑнӗсем: Тутаркасси, Кӳкеҫ, Шӑмӑш, Анат Кӗнер, Вӑрман-Ҫӗктер шкулӗсенчи ачасен фольклор ушкӑнӗсем, Иккассипе Хыркассинчи халӑх вокал ансамблӗсем килсе ҫитрӗҫ. Ҫак пысӑк уява Шупашкар районӗн пуҫлӑхӗ Егоров Георгий Иванович, район администрацийӗн пӗлӳ пайӗн пуҫлӑхӗ Романов Борис Григорьвич, Вӑрман-Ҫӗктер ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Хорсев Николай Евгеньвич тата ытти паллӑ ҫынсем те хутшӑнчӗҫ. Чаплӑ композитор Герман Степанович Лебедев ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине палӑртмалли мероприятисен ярӑмне кунта хӗрлӗ хӑю татсах пуҫларӗҫ. Уҫҫӑн та мӑнаҫлӑн янӑракан «Тӑван Ҫӗршыв» юрӑран хывнӑ чӑваш Гимнӗ уява килнӗ мӗн-пур ҫыннӑн чӗрине тыткӑнларӗ, кӑмӑла мӑнаҫлӑх тултарчӗ. Уява пухӑннӑ халӑх Лебедев композитор ҫырнӑ илемлӗ юрӑсене итлерӗ, классенче Салапайкасси шкул ачийӗсем йӗркеленӗ тата хӑнасем хӑйсемпе пӗрле илсе килнӗ алӗҫ куравӗсене пӑхса савӑнчӗ. Уяв вӗҫӗнче пурте композитор ҫуралнӑ ҫурт патне утрӗҫ, унти асӑну хӑми умне чечексем хучӗҫ.

Уяв пурне те килӗшрӗ, пухӑннисем тулли кӑмӑлпа саланчӗҫ.

Сӑнсем (19)

#Вӑрман-Ҫӗктер, #Анат Кӗнер, #Шӑмӑш, #Шупашкар районӗ, #Кӳкеҫ, #Тутаркасси, #Салапайкасси, #Вӑрман-Ҫӗктер ял тӑрӑхӗ, #Иккасси, #Хыркасси

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем