Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӑсмассерен аш турамӗ лекмест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: «Пӑлхар-чӑваш паттӑрӗсем» кӗнеке хатӗрленет

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Аçтахар Плотников 17.01.2013 12:42 | 1993 хут пӑхнӑ
Иван Тенюшев
Иван Тенюшев

Чӑваш кӗнеке издательствинче ҫывӑх вӑхӑтра «Пӑлхар-чӑваш паттӑрӗсем» кӗнеке пичетленсе тухмалла. Ӑна Иван Яковлевич Тенюшев ҫыравҫӑ 90 ҫул (1923) тултарнӑ май кӑлараҫҫӗ.

«Пӑлхар-чӑваш паттӑрӗсем» кӗнекене чӑваш халӑхӗн халапӗсем кӗнӗ. Хайлавсен йышӗ Атӑлҫи Пӑлхар вӑхӑтӗнче Шупашкара епле никӗслени ҫинчен каласа панипе пуҫланать. Халапсенче паттӑрсен шутӗнче улӑпсем ҫеҫ мар, ахаль халӑх та хӑйсен ӗҫӗпе паттӑррӑн курӑнать.

Тенюшев Иван Яковлевич 1923 ҫулхи кӑрлачӑн 19-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Алманчӑ ялӗнче ҫуралнӑ.

Йӗпреҫ район хаҫчӗн, ҫӑвӑн пекех «Вучах», «Ҫамрӑк коммунист» хаҫатсен редакторӗ пулса ӗҫленӗ. «Коммунизм ялавӗ» хаҫатӑн пай пуҫлӑхӗ вырӑнӗнче те, Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ вырӑнӗнче те тӑрӑшнӑ.

Литература ӗҫне 1958 ҫулта кӳленнӗ — калавсем, илемлӗ очерксем, роман ҫырма пуҫланӑ. Вырӑс ҫыравҫисен кӗнекисене куҫарнипе те паллӑ вӑл — Л. Толстойӑн «Детство. Отрочество. Юность»; Н. Котышен «Чайка» кӗнекисене вулакансем патне чӑвашла ҫитернӗ. Пурӗ 10 кӗнеке ытла кӑларнӑ. Тӗп кӗнекисем: «Ҫыхман ҫапӑ — шӑпӑр мар», «Юратусӑр пурнӑҫ ҫук», «Вӗсем виҫҫӗн ҫеҫ юлчӗҫ» тата ыттисем.

#Чӑваш кӗнеке издательстви, #Патӑрьел районӗ, #Алманчӑ, #кӗнекесем, #халапсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i599.html
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем