Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Пӗччен йывӑҫ час тӳнет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкара шыва тивӗҫтерекен компанисене пӗрлештерӗҫ?

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 05.01.2013 12:36 | 1404 хут пӑхнӑ
Ҫӗнӗ Шупашкарти шывпа тивӗҫтерекен компани
Ҫӗнӗ Шупашкарти шывпа тивӗҫтерекен компани

Элтепӗрӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх ӗнер Михаил Игнатьев канашлу ирттернӗ. Унта хуласене шывпа тивӗҫтерес ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Уйрӑмах Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисем ҫинче чарӑнса тӑнӑ. Алексей Ладыковпа Александр Сироткин пӗлтернӗ тӑрӑх Ҫӗнӗ Ҫул вӑхӑтӗнче те шывпа тивӗҫтересси лайӑх ӗҫленӗ. Шупашкарпа Етӗрнере ҫеҫ кӑрлачӑн 1-мӗшӗн каҫхине пӑтармахсем сиксе тухнӑ, анчах вӗсене тепӗр куннех юсама пултарнӑ.

Элтепӗр ҫак кун «Чӑваш Республикинчи шывпа тивӗҫтерессипе шыва ҫитерессине аталантармалли хушма ӗҫсем ҫинчен» саккуна алӑ пуснӑ иккен. Унпа килӗшӳллӗн Ҫӗнӗ Шупашкарпа Шупашкарӑн шывпа тивӗҫтерекен системӑсене пӗрлештересшӗн пулас. Чи малтанах Ҫӗнӗ Шупашкарти «Биологические очистные сооружения» предприятипе «Ҫӗнӗ Шупашкар хулин комуналлӑ сечӗсем» предприятие акционерлама палӑртнӑ. Ун хыҫҫӑн вара вӗсене Шупашкарти «Водоканал» АУО-па пӗрлештермелле. Министрсен Кабинечӗн председателӗ Иван Моторин хӑйӗн сӑмахӗнче ку ӗҫе тӑвасси пирки тахҫанах шухӑшлани пирки пӗлтерчӗ. Ҫӗнӗ хулана ҫӗклеме пуҫланӑ хыҫҫӑн ыйту тата та вӑйлӑрах ҫивӗленнӗ иккен.

#Етӗрне, #шыв, #Шупашкар, #Ҫӗнӗ Шупашкар

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем