Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫӑкӑр-тӑвар хире-хирӗҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Ҫӗнӗ кӗнекесемпе паллашрӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Yulia_adyukova@mail.ru 12.12.2012 23:05 | 2102 хут пӑхнӑ

Чӑваш кӗнеке издательстви кашни Ҫӗнӗ ҫул тӗлнелле ачасем валли паха парне ӳкерчӗксемпе илемлетнӗ, тетте пек хитре те вӗр ҫӗнӗ кӗнекесем хатӗрлет. Ҫак кӗнекесем халӗ пирӗн шкул валавӑшӗнче те пур. Вӗсемпе пире шкул бииблиотекарӗ Любовь Германовна яланхиллех тӗплӗн паллаштарчӗ. Хамӑр ентеш Елен Нарпи ҫырнӑ «Салтак тӳмипе Тал пиҫен» юмахсен пуххи ҫамрӑк вулакансене те, аслисене те килӗшӗтех. «Вӑрман шкулӗ» кӗнекери юмах пьесӑсене ятарласа кӗҫӗн классенче вӗренекенсем валли ҫырнӑ.

Анатолий Тимофеев-Ыхра, Михаил Мерчен (Захаров), Вӑрӑм Палюк (Владимир Рыбкин), Людмила Сорокина (Пурлушкина) хайлавӗсене пӗр кӑларӑма пухса хатӗрлекенӗ — Ольга Васильева. Унти сӑвӑсене ташӑ картине пӗрлештерекенни — вӗсенче ҫитӗнсе пыракан ӑрӑва ӗҫчен те тирпейлӗ, йывӑрлӑхра пӗр-пӗрне пулӑшма, тӳрӗ кӑмӑллӑ пулма вӗрентни палӑрать. Никама та ятламасӑр, тӑван чӗлхепе, лӑпкӑн та кӑмӑллӑн. Тӗслӗхрен, М.Мерченӗн «Вӑрманти ташӑ» кӗнекене кӗртнӗ савӑ йӗркисем кашнинех килӗшет:

Хавǎрт иртрӗ каникул.

Ирех шкула каймалла.

Виҫӗ ҫухрǎм кашни кун

Сумка йǎтса утмалла

— Ан кай теҫҫӗ Ҫемене, —

Шкула хутла вӗренме.

— Ҫук, каятǎп тет Ҫемен

Сӗтӗрсен те вӗренпе.

Любовь Германовна пире сӑвӑ авторӗсемпе тата художникӗпе те теплӗн паллаштарчӗ. Тӗслӗхрен: «Салтак тӳмипе Тал пиҫен» кӗнеке авторӗ Елен Нарпи Елчӗк районӗнчи Вырӑскасси ялӗнче ҫуралса ӳснине, тӑван ялӗнчи шкула час-часах килсе ҫӗренипе пӗрлех вӑл Чӑваш кӗнеке издательствипе тачӑ ҫыхӑну тытнине те пӗлме пултартӑмар.

«Сире ҫак кӗнеке килӗшрӗ-и? Ӳкерчӗкӗсем кӑмӑла кайрӗҫ-и?» — тесе ыйтать вӑл ҫепӗҫҫӗн кашни вулаканран.

Людмила Васильева «Мулкач ҫемйи», Любовь Афлятунова «Халӗ эпӗ Айболит», кӗнекисене икӗ чӗлхепе кӑларнӑ. Вырӑсла тата чӑвашла. Куҫаруҫисем те — авторӗсем те хӑйсемех. Ҫак автосен чӗлхи ачасене ҫывӑх, тӳрех ӑнланмалла та евӗрлев сӑмахӗсемпе пуян.

Суйла кӑна — калавсем те, юмахсем те, сӑвӑсем те пур халӗ пирӗн вулавӑшра.

«Ӑслӑлӑх ҫуртне ҫӳресен, чӑваш кӗнекисене вуласан ӑс хуранӗ тулли пулӗ» — тет пире йӑл кулса Адюкова Любовь Германовна библиотекарь.

#Елчӗк районӗ, #вулавӑшсем, #Вырӑскасси

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем