«Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн» черетлӗ ӗҫ уйӑхӗ иртрӗ, ҫавна май пӗтӗмлетӳсем тума вӑхӑт ҫитрӗ. Чӑваш чӗлхи Яндекс.Тӑлмача хушӑнчӗ пулин те ку лабораторие ӗҫсӗр ларма май памасть — машшин куҫарӑвӗн пахалӑхне ӳстерес тӗлӗшпе тем тесен те ӗҫлемелли пайтах-ха.
Иртнӗ уйӑха вӗҫленӗ май мӑшӑрсен йышӗ 304 177 таран ҫитрӗ. Ҫапла май эпир нарӑс уйӑхӗнче 300 пин урлӑ каҫрӑмӑр. Кӑрлач уйӑхӗнчипе танлаштарсан пурӗ 32 687 мӑшӑр хушӑнчӗ (кӑрлач уйӑхӗнче, сӑмах май, 32 335 мӑшӑрпа пуянлатайрӑмӑр). Малтанхи пек кашни уйӑхра 40-шар пин ӳсменнин сӑлтавӗ вара мӑшӑрлама йывӑр хайлавсем лекнинче: Семен Бабаевскийӗн «Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсемпе» «Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ» тата Михаил Бубенновӑн «Шурӑ хурӑн» кӗнекисене хӑй вӑхӑтӗнче самай улӑштарнине пула мӑшӑрлас ӗҫре кӑлтӑксем нумай сиксе тухаҫҫӗ. Вырӑсла текстсенче авторӗсем каярах нумай сыпӑка катертнине пула пирӗн вӗсене хамӑрӑн куҫарма тивет.
Хыпара кӑтартусен танлаштарӑвӗпе вӗҫлӗпӗр. Иртнӗ ҫулхи раштав, тата кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче пӗтӗмлетӗве хатӗрлеменнине пула танлаштару иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗпе пулӗ. Паянхи кун пирӗн корпусра 1 544 текст (+91), 348 343 пуплевӗш (+109 900), 3 921 640 сӑмах (+1 120 446).