Чӑваш Енри МИХсем пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑн тӗп прокурорӗ Василий Пословский отставкӑна кайма шутланӑ, рапорт ҫырнӑ. Нарӑсӑн 25-мӗшӗнче, сӑмах май, Тӗп прокуратурӑран тӗрӗслевпе килмелле. Хальлӗхе Пословский ӗҫрен кайни пирки официаллӑ мелпе ҫирӗплетни ҫук-ха.
Юлашки вӑхӑтра Василий Пословскин «хура йӗр» тейӗн. Пӗлтӗр раштав уйӑхӗнче Раҫҫейри унчченхи тӗп прокурор Юрий Чайка ӑна ҫирӗп выговор панӑ (кун пирки сайтра пӗлтернӗччӗ). Кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче прокуратурӑри пилӗк ӗҫчен Раҫҫейри хальхи тӗп прокурор Игорь Краснов патне ҫыру янӑ, унта хӑйсен пуҫлӑхӗ тӳрккес пулнине пӗлтернӗ. Кун хыҫҫӑн Пословские пӑхӑннӑ пӗр ҫын журналистсене интервью панӑ, ҫакна РФ Тӗп прокуратурине тата РФ Следстви комитетне официаллӑ майпа хыпарлани тесе йышӑнма, Пословский тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарма ыйтнӑ. Вӑл журналистсене каласа панӑ тӑрӑх, Пословский Кипрти офшортлӑ счетсем ҫине миллион-миллион евро кӑларнӑ ҫӗре хутшӑнма пултарнӑ.