Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.0 °C
Пӗччен пыл ҫиме аван, йышпа ӗҫ тума аван.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тӗнчере: Беларуҫ минюсчӗ патшалӑх гербне мирлӗрех тӑвас сӗнӳпе тухнӑ

Сутатӑп Килти хуҫалӑхри сӗт, тӑпӑрчӑ, ҫу, ҫӑмарта.
Паллашу Çамрăк 21-ре Чăваш каччă — Чăн Чăваш хĕре тĕл пулса — пĕрле яланлăха пуласшăн! ...
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ, ӗҫрен хӑраман, пӗрле пурнӗҫ тӑршшӗпе утма, çемье щавăрма, ачу-пăча ...
Аçтахар Плотников 14.02.2020 08:18 | 154 хут пӑхнӑ
Тӗнчере
Беларуҫ гербӑн ҫӗнетнӗ варианчӗ
Беларуҫ гербӑн ҫӗнетнӗ варианчӗ

Гербри хӑш-пӗр элементсене пӗчӗк улшӑнусем кӗртессисӗр пуҫне эскиз авторӗсем унти глобуса та — хальхи вӑхӑтра унӑн пысӑк пайне Раҫҫей лаптӑкӗ йышӑнать — ҫавӑрма шут тытнӑ.

БелТА хыпарланӑ тӑрӑх, Беларуҫри юстици министрӗ Олег Слижевский хӑйсен ведомстви патшалӑх символӗсем пирки калакан саккунсен пуххине коррекцилекен саккун проектне хатӗрлени ҫинчен пӗлтернӗ. Палӑртнӑ тӑрӑх улшӑнусем республика гербне пырса тивӗҫ.

Слижевский каланӑ тӑрӑх, герб тавра ыйтусем сиксе тухнӑран унӑн сӑнне лайӑхлатма тивет. Министр ӑнлантарнӑ тӑрӑх, сӑмахран, ҫӳлте вырнаҫнӑ ҫӑлтӑр хальхи вӑхӑтра «кӑштах харсӑртарах характерпа» сӑнланать.

«Беларуҫ — мирлӗ пурӑнакан патшалӑх, вӑл хӑйне нейтралитетлӑ тытать, хӑйӗн политики шутне агресси мелне кӗртмест», — тенӗ Слижевский. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ҫак позиципе килӗшӳллӗн ҫӑлтӑрӑн хӗррисем вӑйлӑ палӑрмалла мар.

Ҫавӑн пекех Бералуҫ контурӗсем айӗнче вырнаҫнӑ глобус ҫинчи параллельсемпе меридиансене урӑхларах ӳкересшӗн, тата хӑш-пӗр элементсене лайӑхрах палӑртасшӑн. «Пур чухне те тӗрӗсех ассоциацилеме май парайман нюанссем пур, ҫавӑнпа та вӗсене, паллах, йӗркене кӗртмеллех», — тенӗ министр.

Беларусь Республикинчи Наци правин интернет-порталӗнче вырнаҫтарнӑ документра гербӑн улӑштарнӑ версипе паллашма май пур. Хальхипе танлаштарсан вӑл ҫӑлтӑра урӑхларах ӳкернипе тата хӑш-пӗр вырӑнсенче сӑрӑ палитри улшӑннипе ҫеҫ палӑрса тӑмасть, унти глобуса та кӑшт ҫавӑрса хунӑ. Енчен те паянхи кун Хӗвел Арктика ҫийӗн ҫӗкленсе ытларах пайӗпе Раҫҫее ҫутатать пулсан, улӑштарнӑ проектра вӑл Гренланди ҫийӗн ҫӗкленет, Европӑн тӗп пайне ҫутатать.

Хальхи Беларуҫ гербне 1995 ҫулта тунӑ, вӑл 1991 ҫулта никама та пӑхӑнманни пирки пӗлтернӗ хыҫҫӑн патшалӑхӑн официаллӑ символӗ пулса тӑнӑ «Погоня» герба ылмаштарнӑ. Стилистика тӗлӗшӗпе вӑл БССР гербне ҫывӑх, унта совет ялавӗсем, лозунгӗсем тата ҫурлапа мӑлатук кӑна ҫук. Малтанхи гербра, 1991 ҫулчченхинче, глобуса ытлашшиех тӗплӗ ӳкермен пулнӑ.

#тӗнчере, #герб, #Беларуҫ, #политика

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Юратакан икӗ хура ҫырӑнтарма килӗшмен
2019, 07, 18
Федоров, Николаев тата Аксаков тӗл пулӗҫ
2020, 02, 11
Олег Николаев, Анатолий Аксаков тата Николай Федоров тӗл пулнӑ
2020, 02, 12
О.Николаев Атӑлҫи тӑрӑхӗнче топ-4 списока лекнӗ
2020, 02, 12
Мускавра Чӑваш Ен аталанӑвне сӳтсе явнӑ
2020, 02, 13

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org