Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Мулкачӑн хӑлхи вӑрӑм та хӳри кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Михаил Краснов ҫыравҫа чӑваш саспаллисен йывӑрлӑхӗ хӑратса ӳкернӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Аçтахар Плотников 21.01.2020 11:42 | 1871 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи
Ара Мишши сӑмах каланӑ самант. «ПравдаПФО» тунӑ сӑн
Ара Мишши сӑмах каланӑ самант. «ПравдаПФО» тунӑ сӑн

Нумай пулмасть Шупашкар администрацийӗн урам ячӗсене парас тата асӑну хӑмисем вырнаҫтарас енӗпе ӗҫлекен ятарлӑ комисси пухӑннӑ. Унта тӗп хуламӑрти пӗр-пӗр урама Хӗветӗр Уяр ятне парас ыйтӑва ҫӗкленӗ.

«ПравдаПФО» интернет-кӑларӑм пӗлтернӗ тӑрӑх ку тӗлӗшпе Ара Мишши (Михаил Краснов) сӑмах тухса каланӑ. Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл урам ятне «Фёдор Уяр урамӗ» теме сӗннӗ. Унӑн шухӑшӗпе имӗш, «Хӗветӗр Уяр урамӗ» тесе ҫырас пулсан чӑваш чӗлхинчи кӑткӑс саспаллийӗсемпе усӑ курма тивӗ. Ахӑртнех, Ара Мишши «ӗ» саспаллишӗн пӑшӑрханнӑ.

«Хӗветӗр тесе ҫырас пулсан, чӑвашла транскрипцире питӗ кӑткӑс чӑваш саспаллисемпе усӑ курма тивӗ» («Если писать Хведер, то в чувашской транскрипции придется использовать очень сложные буквы»), — илсе кӑтартать Профессиллӗ ҫыравҫӑсен пӗрлӗхӗн элчи пулса пынӑ Михаил Николаевичӑн сӑмахӗсене «ПравдаПФО» кӑларӑм.

«Чӑваш халӑх сайчӗшӗн» питӗ интереслӗ: «Й» тӑррине мӑйрака (бревис) лартассипе «Ӗ» тӑррине ҫавнашкалах мӑйрака лартасси хушшинче мӗн йывӑрлӑхӗ пур-ши? Профессиллӗ ҫыравҫӑсен пӗрлӗхӗнче чӑн та вара чӑваш саспаллисенчен хӑраҫҫӗ-ши? Е ку Ара Мишши шухӑшӗ кӑна-и?

#Шупашкар, #чӑвашлӑх, #чӑваш чӗлхи, #тӳре-шара

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 3553.26.4142
2020.01.21 19:08
Agabazar
Те йÿтеме пуçланă ку çынсем? Халех апла та, 100 урлă каçсан мĕн пулать вĕсемпе?

Вырăсла «Хведер Уяр» теесии тахçанах йăлана кĕнĕ. Çыравçă хăй те вырăсла текстсенче çаплах çырнă, çаплах алă пуснă.

Кунта вырăсла ята чăвашла транскрипцилесси синчен мар пырать. Пачах урăхла. Тепĕр майлă.
Херли // 2487.74.2211
2020.01.22 02:31
Ара, Ара писатель-и вара?
Ӑна Юхма патне ямалла ара!
Варык // 1726.84.3785
2020.01.22 15:46
Ара Мишши мар ку мерекке.,Хӗрлӗ Миша.Камсене пухнӑ Филиппова тавра?.Хаяр Йӑван пирки мӑшт та тумарӗҫ,кунта та чӑвашла ҫырассинчен хӑраса ӳкнӗ.Хӑй тата бюджета кӗрсе ӳксе Тӑван Атӑл кӑларнӑ пекки туса ӗҫ укҫи илессишӗн чупса ҫӳрет.Лартӑр Туркая ун вырӑнне,пӗтӗмпех пулать.
Пулкар // 1369.77.1047
2020.01.22 20:39
Правда ПФО уҫакансем "власов" енчисем, Екатеринбург хулинчен.
Agabazar // 3732.79.0199
2020.01.24 08:27
Agabazar
Вырăсла Википедире Практическая транскрипция статьяна тупăр та çавна вуласа тухăр.

https://ru.wikipedia.org/wiki/Практическая_транскрипция

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем