Глазго (Великобретани) хулинче иртекен пӗтӗм тӗнчен спорт гимнатикин кубокӗнче Анатолий Васильев, пирен республикӑн спортсменӗ, бронза ҫӗнсе илнӗ. 20 ҫулхи спортсмен кӑна перекладина ҫинчи упражнениесемшӗн илме тивӗҫ пулнӑ.
Халӗ спортсмен Мельбурн хулинче пулас тӗнче чемпионатне хатӗрленет. Сӑмах май, Анатолий Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗнче вӗренет.
Ҫӑлкуҫ, сӑнӳкерчӗксем: Culture21.ru