Учительсен кунӗ — паллӑ та чаплӑ уяв. Кашни вӗренекен, кашни вӗрентекен ҫак уява ӑшри ҫепӗҫ те асамлӑ туйӑмсемпе кӗтсе илет.
Шупашкарти 37-мӗш шкулти учительсем уявсене ытти коллективсем пек сӗтел хушшинче хӑналанса ларса ирттернипе ҫырлахмаҫҫӗ, ҫутҫанталӑкпа киленес, сывлӑха ҫирӗплетес тесе вӗсем тӗрлӗ вырӑна ҫитсе курма тӑрӑшаҫҫӗ. Лапсарти йӗлтӗр базинче Пӗтӗм тӗнчери Хӗрарӑмсен кунне уявлани, вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнине халалласа «Березка» кану лагерӗнче канни халӗ те асра.
Ак, ҫак паянхи пӗтӗм тӗнче уявлакан Учительсен кунӗ уява та вӗсем Атӑлӑн йӑлӑм енче вырнаҫнӑ «Росинка» спортпа сывлӑх центрне ҫитсе килме шут тытрӗҫ.
Уҫӑ сывлӑшра вӗрентекенсем хыр вӑрманӗнче уҫӑлса ҫӳрерӗҫ, гольф вӑййа выляма вӗренчӗҫ, гитарӑпа тӗрлӗ юрӑсем шӑрантарчӗҫ. Юлашкинчен вара мунча кӗрсе, бассейнра ишсе сывлӑхӗсене ҫирӗплетрӗҫ. Пӗтӗм вӗренӳ ҫулӗ тӑршшӗпе тухӑҫлӑ та интереслӗ ӗҫлемеллӗх асамлӑ вӑй хушрӗҫ.