Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Нумай та пӗтет, сахал та ҫитет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Таврапӗлӳҫӗн ҫӗнӗ кӗнеки

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аксар Чунтупай 14.09.2012 17:18 | 1627 хут пӑхнӑ
Кӗнекен хуплашки
Кӗнекен хуплашки

2011 ҫул Красноармейски тӑрӑхӗнче пурӑнакансемшӗн паллӑ тапхӑр пулчӗ. Иртсе кайнӑ ҫулталӑка пирӗн сумлӑ ентешӗмӗре, Мӑн Шетмӗре ҫуралса ӳснӗ пӗртен пӗр Совет Союзӗн Паттӑрне Владимир Васильевич Васильева халалларӗҫ. Ҫак паллӑ датӑна хисеп туса паллӑ журналист, Трак енри таврапӗлӳҫӗсен обществин ертӳҫи, ЧР халӑх академикӗ, Н. Янкас тата М. Тинехпи ячӗллӗ премисен лауреачӗ В. З. Константинов «Кладезь здоровья и патриотизма» ятлӑ кӗнекене вулакан патне ҫитерчӗ. Ку авторӑн тӑххӑрмӗш кӗнеки пулчӗ.

Вулакана пӗлме. В.В. Васильев 1911 ҫулхи утӑн 11-мӗшӗнче (ҫӗнӗ стильпе) Мӑн Шетмӗ ялӗнче ҫуралнӑ. Владимир Васильевич хӑйӗн кун-ҫулӗн виҫҫӗмӗш пайне ҫеҫ пурӑнса ирттернӗ. Унӑн малашнехи шӑпине Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫӑ татса панӑ. Тӑван ҫӗршывӑн ирӗклӗхӗшӗн кӗрешсе В. Васильев паттӑрлӑх кӑтартнӑ. Одер юханшывӗ хӗрринчи тытса илнӗ плацдарма хӳтӗлесе пирӗн ентеш чылай фашиста тӗп тунӑ. Нумай хутчен аманнӑ пулин те, палӑртнӑ позицирен пӗр хутчен те чакман. Хӑйӗн калама ҫук паттӑр вилӗмӗпе вуншар салтакӑн пурнӑҫне сыхласа хӑварнӑ. Одер ҫинчи 1945 ҫулхи кӑрлачри паттӑрлӑхшӑн В.В. Васильева ҫӗршывӑн чи пысӑк наградипе чысланӑ.

В. Васильев хӑй ҫуралса ӳснӗ Мӑн Шетмӗ енчен иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи пуҫланас умӗн Чулхула хулине куҫса кайса тӗпленнӗ. Хӑй вӑл енче ҫуралса ӳснӗ май В. Константинов паттӑр ҫинчен тӑтӑшах материалсем пухма пуҫланӑ, ӗҫе вӗҫне ҫитернӗ темелле.

Хулӑн хуплашкаллӑ кӗнеке 238 страницӑран тӑрать. Кунта автор мухтавлӑ ентешӗмӗр «Хӑҫан ҫуралнӑ-вилнӗ, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине ӑҫтан кайнӑ, ӑна ӑҫта пытарнӑ?» ыйтусене тӗплӗн татса парать.

Вӑл кӗнекере ҫирӗп шухӑшлӑ та пысӑк тавра курӑмлӑ командир шутланнӑ ентеш кун-ҫулне тӗплӗн тишкернӗ тата ҫутатнӑ. Юлашкинчен ҫакна палӑртмалла. Вислӑпа Одер, Сандомирпа Силези тапӑну операцийӗсенче корпус юланутҫисем уйрӑмах хӑюлӑхпа палӑрнӑ. СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн Указӗпе килӗшӳллӗн 1 гварди кавалери корпусӗнчи 18 ҫынна Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне панӑ. Вӗсем хушшинче пӗрремӗш гварди юланутҫи Владимир Васильев та.

Кӗнеке аван чӗлхепе вуланать.

В. Васильев пурнӑҫӗн чылай тапхӑрне Чулхула тӑрӑхӗнче ирттернӗ май хӑнасене парне тума кӗнекен ҫуррине вырӑсла текстпа хатӗрленӗ. Кунта пӗлмелли, вуламалли сахал мар.

«Кладезь здоровья и патриотизма» кӗнекене Шупашкарти «Ҫӗнӗ вӑхӑт» типографинче 1000 экземплярпа пичетленӗ. Унта сӑнӳкерчӗксем чылай. Ӑна Красноармейскинчи «Ял пурнӑҫӗ» хаҫат редакцийӗнче туянма пулать.

#Мӑн Шетмӗ, #кӗнекесем, #Красноармейски районӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем