Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.0 °C
Тӗпсӗр ҫынна тӗмен ҫитмен.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Ювенальевсем археологи комплексӗ уҫасшӑн

Сутатӑп Сумалли качака сутатӑп, Перре пӑрамланӑ
Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Столовăпа котельня - кирпӗчрен. Крыша - ҫӗнӗ. Етӗрне...
Сутатӑп Алӑпа тунӑ ҫӗнӗ ача сӑпки сутатӑп.
Таисия Ташней 14.05.2019 06:03 | 212 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Чӑваш Енри паллӑ художниксем: Юрий Ювенальев тата унӑн ывӑлӗ Сергей (вӑл та ашшӗн ҫулне суйланӑ, художник-дизайнер) — археологи комплексӗ уҫма ӗмӗтленеҫҫӗ. Ӑна вӗсем Патӑрьел районӗнчи Тикеш ялӗ патӗнчи территорире йӗркелесшӗн.

Археологи комплексне икӗ пайран тӑвасшӑн: X-XII ӗмӗрсенчи хаклӑ археологи объекчӗсене тӗпе хурса тата ҫулӑн тепӗр енче вара авалхи вырӑнта тупнӑ евӗр объектсем пулӗҫ. Ҫав шутра — «шурӑ» тата «хура» мунча. Вӗсене Ювенальсем вутӑпа хутмалла тӑвасшӑн. Унтах хӑна ҫурчӗсем, музей, администраци офисӗсем, инженери инфраструктури, хуҫалӑх блокӗ пулӗ.

Тикеш ялӗнчен хӗвеланӑҫнерех вырнаҫнӑ тӗлте тума палӑртакан комплекс «Нурӑс – Патӑрьел – Елчӗк» ҫул ҫинче вырнаҫнӑ.

Проекта ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче ЧР Стройминӗн Хула тӑвакан канашӗн ларӑвӗнче тишкермелле.

#Патӑрьел районӗ, #чӑвашлӑх, #культура, #Тикеш, #Строительство министерстви, #Нурӑс, #Патӑрьел, #Елчӗк

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Сителсен уявӗ хӗвел хыр вӑрманӗ хыҫне аничченех тӑсӑлнӑ
2018, 05, 28
Акатуй ирттерме элӗксем мотоцикл шыраҫҫӗ
2018, 06, 06
Патӑрьел районӗнчи 9 ялта ейӳ сарӑлас хӑрушлӑх пур
2019, 02, 25
Питӗрти тата Мурманскри чӑвашсем килӗштерсе ӗҫлесшӗн
2019, 05, 07
Чӑваш танкисчӗн хӗрӗ Тӑвай районӗнчи тӑванӗсене аса илнӗ
2019, 05, 07

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org