Юлашки кунсенче ҫанталӑк аван тӑчӗ. Ҫавна май хутса ӑшӑтмалли сезона вӗҫлеме палӑртнӑ. Анчах хваттерте сывлӑш уҫӑрах пулать тесе савӑнма иртерех-ха. «Чӑваш Енри ҫанталӑк» проект авторӗ Владимир Михайлов пӗлтернӗ тӑрӑх, Мӑнкуна ҫанталӑк сивӗтет.
Ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче тинех тахҫантанпах кӗтнӗ ҫумӑр ҫӑвӗ: 1 тӑваткал метр лаптӑк ҫине 5-10 литр шыв лекӗ. Ыран ҫанталӑк хӗвеллӗ тӑрӗ, улшӑнмӗ: сывлӑш температури 18-23 градус пулӗ. Ҫурҫӗр енчи районсенче кӑнтӑрла хыҫҫӑн ҫил вӑйланать, каҫхине аслатиллӗ ҫумӑр ҫума пултарать.
Вырсарникун кӑнтӑрлаччен ҫумӑр вӑйланӗ, сивӗтӗ. Ҫил самай вӑйлӑ вӗрнӗрен тата сивӗрех пек туйӑнӗ. Ҫӗрле ҫӗр шӑнма та пултарать. Тунтикун вара каллех типӗ ҫанталӑк килӗ, ҫил чарӑнӗ. Ҫапах ҫанталӑк питех ӑшӑ тӑмӗ: 10 градусран иртмӗ. Ҫӗрлесерен вара шӑнтӗ.