Шупашкарта совет тапхӑрне халалласа виҫӗ пайран тӑракан музей комплексӗ хута янӑ. Ӑна «СССРта туса кӑларнӑ» ят панӑ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» портал хыпарлать.
Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗрремӗш уйрӑм музейпе пӗр ятлӑ. Унта совет тапхӑрӗнче ҫынсем йӑлара мӗнпе усӑ курнипе паллашма пулать. Иккӗмӗшӗнче Шупашкар хули пирки тӗплӗнрех пӗлме, виҫҫӗмӗшӗнче Ҫӗмӗрле районӗнчи Тури Кӑмаша ялӗн историйӗпе паллашма май пур. 200 ытла тӑваткал метр йышӑнакан музейри экспонатсен пысӑк пайне Тури Кӑмашари «Сувар» социаллӑ пурнӑҫпа культура центрӗнчи музейрен куҫарса килнӗ. Кунта халӗ Совет Союзӗнчи шкул ачин тетрачӗсемпе, парттисемпе, патефонпа, пир станокӗпе, купӑспа, чӑваш хресченӗн килти япалисемпе паллашма пулать. Экспонатсенчен чи пӗлтерӗшлисем — 1954 ҫулти электрочейник тата телефон аппарачӗсем.
Базиль Кириллов // 4153.04.9412
2019.03.26 16:40 | |
Малти пӗлтерӳ вуланӑ чухне "крыша" сӑмах килӗшрӗ. Ай, тӑн ҫитереҫҫӗ те...Верной дорогой идете, товарищи! |