Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Муркаш районӗнчи Ярапайкасси вӑтам шкулӗнче Чӑваш чӗлхи эрни пырать. Паян шкула ҫав тери савӑнӑҫлӑ хыпар ҫитрӗ: 8 класра вӗренекен Сорокина Инна акан 18-22-мӗшӗсенче Раҫҫей шайӗнче иртнӗ «Тӑван ен: ҫутҫанталӑк, культура, этнос» ӑмӑртура «Гуманитарипе экологи тӗпчевӗсем» номинацире 3-мӗш вырӑн йышӑнма пултарнӑ, сумлӑ парнесене: укҫан премие тата фотоаппарата тивӗҫнӗ. Филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенӗ Алевтина Геннадьевна Димитриева ертсе пынипе Инна Муркаш районне кӗрекен Елача ялӗ таврашӗнчи шыв-шур ячӗсене тӗпченӗ, шыв-шурсен классификацине тунӑ, вӗсен семантикине тарӑннӑн уҫса панӑ. Маттур вӗренекенӗмӗр тӗпчев ӗҫӗпе хатӗрленӗ хӑтлава Мускавра ӑнӑҫлӑ хӳтӗленӗ, ыйтусем ҫине хуравланӑ.
А.Г. Димитриева 3 ҫул каялла йӗркеленӗ «Ҫамрӑк таврапӗлӳҫӗ» кружока хаваспах ҫӳрекен шкул ачисем районта, республикӑра иртекен конкурссене хутшӑнаҫҫӗ, малти вырӑнсене йышӑнаҫҫӗ. Ку таранччен кашни ҫулах «Тӑван ен: ҫутҫанталӑк, культура, этнос», «Отечество» ӑмӑртусенче, «Excelsior» ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗнче Ярапайкасси шкул ачисем ҫӗнтерӳҫӗсем хушшинче пулнӑ. Алевтина Геннадьевна ачасене кирлӗ материала пухтарас, тишкерттерес, тӗпчев ӗҫӗсем ҫыртарас ӗҫре питӗ ӑста. Ҫамрӑк вӗрентекенӗмӗрӗн ӗҫӗ куҫ кӗрет: унӑн вӗренекенӗсем хӑйсем умне лартнӑ тӗллевсене пурнӑҫлама пултараҫҫӗ.
Маттур, Инна! Маттур, Алевтина Геннадьевна! Чӑн та, Муркаш районӗ, Чӑваш Республики ятне ҫӳллӗ шайра тытма пултартӑр!
