Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
Ӗни хура та — сӗчӗ шурӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Красноармейски районӗн ҫӗнӗ энциклопедине кун ҫути парас тӗлӗшпе ӗҫлев ушкӑнӗ Трак ен ҫыннисене чӗнсе калани

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аксар Чунтупай 19.04.2012 22:57 | 1565 хут пӑхнӑ
Трак ен гербӗ
Трак ен гербӗ

Хаклӑ ентешсем! Красноармейски районӗн ҫӗнӗ энциклопедине кӑларас ӗҫ пуҫӑнчӗ. Ҫакӑ калама ҫук пысӑк та яваплӑ ӗҫ. Ку таранччен эпир Трак тӑрӑхӗн историйӗпе тата унӑн паллӑ ҫыннисемпе ҫыхӑннӑ «Трак ен» (2000 ҫ.) тата «Красноармейский район. Люди и судьбы» кӗнекесем кӑларнӑ-ха. Анчах вӗсем ҫӗнӗ энциклопедин пӗр пайӗ ҫеҫ пулса тӑраҫҫӗ. Пысӑк кӑларӑма кӑларма пысӑк та ҫӗнӗ вӑй кирлӗ. Ку хутӗнче пире Шупашкарти «Трак ен» ентешлӗх те пулӑшу кӳме шантарать.

Чӑваш халӑхӗн ырӑ йӑла пур: вӑл кирек епле йывӑр ӗҫе нимелле — халӑхпа пӗрле кар пуҫтарӑнса тума хӑнӑхнӑ. Эпир районӑн ҫӗнӗ энциклопедине кун ҫути кӑтартма та ҫак йӗркепе йӗркелесе ямалла тесе шутлатпӑр. Чӑвашсен «Пӗччен хулӑ хуҫӑлать», «Пӗччен сурать — типсе пырать, халӑх сурать — кӳлӗ тӑвать» каларӑшсем пур. Энциклопеди материалӗсене пухассине, пирӗн шутпа, пӗр ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ ҫине хуни ҫеҫ ҫителӗксӗр. Эпир ҫак ӗҫе ҫӳлерех асӑннӑ кӑларӑмсене кӑларма хутшӑннисене, таврапӗлӳҫӗсене, вӑрҫӑпа педагогика, партипе совет ӗҫӗн ветеранӗсене, шкулсенче вӗрентекенсене, вулавӑш ӗҫченӗсене, культурӑпа суту-илӳ, сывлӑха сыхлас тата право йӗркине ҫирӗплетес ӗҫре тӑрӑшакансене, ытти пултарулӑх ҫыннисене явӑҫтарма ыйтатпӑр, чӗнсе калатпӑр.

Трак енти энциклопедине кӗме тивӗҫлӗ пӗр ҫын та, археологи, историпе культура палӑкӗ те, ҫырма-ҫатра ячӗ те, колхоз-совхоз историйӗ те унта кӗмесӗр ан юлтӑр. Пухӑннӑ мӗн пур материалсене Красноармейскинчи историпе таврапӗлӳ халӑх музейне пырса пама ыйтатпӑр. Пирӗнтен кашни хастар вӑй хунипе энциклопедине палӑртнӑ вӑхӑт тӗлне ентешсем патне ҫитерме май килӗ.

Районӑн ҫӗнӗ энциклопедине кӑларас тӗлӗшпе туса хунӑ ӗҫлев ушкӑнӗ.

#Красноармейски, #Красноармейски районӗ, #Шупашкар, #энциклопедисем, #чӗнсе каланисем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chuv-krarm.3dn.ru/
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем