Ҫурхи кану кунӗсенче Тӑванкас шкул ачисем вӑхӑта савӑнӑҫла та пӗлтерӗшлӗ ирттерме тӑрӑшрӗҫ. Хӑш-пӗри Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗн музейӗнче пулчӗҫ, теприсем юнашар ялти спорт керменне ҫӳрерӗҫ. Вулама юратаканнисем вара ҫыравҫӑсемпе тӗл пулчӗҫ.
Пирӗн тӑрӑхра ҫак кунсенче Дмитрий Суслин хӑнара пулчӗ. Ҫамрӑк ҫыравҫӑ шкулта вӗрентнӗ вӑхӑтрах кӗнеке ҫырмаллӑх вӑхӑт тупать иккен. Ун калавӗсемпе хӑйӗн сайтӗнче паллашма пулать имӗш. Тӗлӗнмелле те, Тӑванкас ачисем сайта тупса ҫыравҫӑн хайлавӗсемпе паллашма та ӗлкӗрнӗ иккен.
Хальхи вӑхатра ку ӗҫ пачах та мул кӳмест пулин теДмитрий Суслин хӑйӗн калавӗсене ятарласа ачасем валли ҫырать. Хайлавсенче хальхи вӑхӑтри ҫамрӑк паттӑрсем ӗлек авалхи хастар улӑпсем евӗр ырлӑхшӑн кӗрешеҫҫӗ, усала ҫӗнтереҫҫӗ.