Йошкар-Ола хулинче юпа уйӗхӗн 28-пе чӳк уйӑхӗн 1 хушшинче Пӗтӗм Раҫҫейри II халӑх костюмӗсен фестивалӗ иртӗ тесе пӗлтерет http://culture21.ru. Унта пирӗн Чӑваш Енрен виҫӗ ӑста кайӗҫ: Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Татьяна Шаркова, Чӑваш Енӗн халӑх ӑсти Зинаида Воронова тата дизайнер-модельер Любовь Вдовичева. Распубликипе тата ун тулашӗнче те паллӑ Татьяна Шарковӑпа Зинаида Воронова халӑх костюмне тӑхӑнтартнӑ пуканесене кӑтартӗҫ. Людовь Вдовичева вара сцена валли ҫӗленӗ костюмсене кӑтартӗ.