Елчӗк районӗнче пурӑнакан арҫын ултавҫӑсем виҫӗ хутчен шӑнкӑравланӑ хыҫҫӑн 870 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ. Йӑлтах ирнӗ уйӑхра пуҫланнӑ.
49 ҫулти арҫын патне хӗрарӑм шӑнкӑравланӑ, хӑйӗнпе прокуратура ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Хайхискер медпрепарат туянакансене патшалӑх 580 пин тенкӗ компенсаци парасси пирки пӗлтернӗ. Чӑнах та, темиҫе ҫул каялла ҫак арҫын биодобавка туяннӑ пулнӑ-мӗн. Анчах компенсаци илес тесен патшалӑх пошлини – 29 пин тенкӗ – тӳлемелле-мӗн. Арҫын ыйтнине пурнӑҫланӑ.
Темиҫе кунран каллех шӑнкӑравланӑ. Хальхинче акӑ мӗн пӗлтернӗ: укҫа Шупашкарти банк счечӗ ҫине куҫнӑ, анчах страхлавшӑн 116 пин тенкӗ тӳлемелле. Ӑна вӑл кайран каялла илейӗ. Арҫын каллех укҫа куҫарнӑ.
Ултавҫӑсем кунпа та лӑпланман, тепре шӑнкӑравланӑ. Татах суйнӑ: вӗсем 580 пин вырӑнне йӑнӑшпа 1 миллион та 160 пин куҫарнӑ имӗш. Тӗрлӗ сӑлтав тупса тепӗр 490 пин тенкӗ куҫарма ыйтнӑ. Ҫапла майпа арҫын вӗсене 870 пин тенкӗ куҫарса панӑ.
Ултавҫӑсем каллех шӑнкӑравланӑ. Хальхинче 3 миллион тенкӗ пама шантарнӑ. Юрать, арҫын тӑна кӗнӗ, укҫа куҫарма чарӑннӑ. Кун хыҫҫӑн вӑл полици уйрӑмне утнӑ.