Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.0 °C
Суя чупать ҫӗр ҫулпа, чӑнни утать пӗр ҫулпа.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Сипленме кайса кредитпа таврӑннӑ

Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ, ӗҫрен хӑраман, пӗрле пурнӗҫ тӑршшӗпе утма, çемье щавăрма, ачу-пăча ...
Сутатӑп Сумалли качака сутатӑп, Перре пӑрамланӑ
Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Столовăпа котельня - кирпӗчрен. Крыша - ҫӗнӗ. Етӗрне...
Таисия Ташней 13.10.2018 19:36 | 345 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем

Чӑваш Енри Шалти ӗҫсен министерствин тӗпчевҫисем «Мед-Клиник» тулли мар яваплӑ обществӑн ӗҫ-хӗлне тӗпчеҫҫӗ. Халӑха тухтӑр пулӑшӑвӗ кӳрекен учреждени, пакунлисем шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫынсене кредит илме хистенӗ. Укҫана хаклӑ сиплевшӗн ыйтнӑ тесе калаҫҫӗ.

Медицина клиникине кайса шар курнӑ пирки полицие темиҫе ҫын та пӗлтернӗ хыҫҫӑн тӗпчев пуҫланӑ. Пӑтӑрмаха Экономика хӑрушсӑрлӑхӗн тата коррупципе кӗрешес енӗпе ӗҫлекен управлени тӗпчет.

«Мед-Клиник» тулли мар яваплӑ обществӑн медпулӑшу кӳме лицензи те пулман теҫҫӗ. Клиника ӗҫченӗсем Чӑваш Енре пурӑнакансем патне, уйрӑмах вӑтам тата аслӑ ҫулсенчи хӗрарӑмсем патне, шӑнкӑравласа тӳлевсӗр диагностикӑна йыхравланӑ. Медицина пӗлӗвӗ ҫук ҫынсем клиентсене чир-чӗр тупса палӑртнӑҫи пулса хӑратнӑ, сипленме 60 пинтен пуҫласа 120 пин тенкӗ таран кредит илме хистенӗ.

#сывлӑх, #укҫа-тенкӗ, #пӑтӑрмахсем, #тӗпчевсем, #ШӖМ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Шупашкарти 4-мӗш гимнази директорӗ сӗтев илнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ
2017, 09, 27
Тухтӑрсем чирлӗ ҫыннӑн картти ҫинчен укҫа илнӗ
2017, 10, 22
Патӑрьел арҫынни улталаса 3 миллион тенкӗ илнӗ те ҫухалнӑ
2018, 02, 03
Пӗлтӗр ҫын аманнишӗн кӑҫал айӑпласшӑн
2018, 07, 05
Шупашкарта ача ҫине аттракцион персе аннӑ
2018, 10, 05

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org