Елчӗк районӗнче пурӑнакан арҫын 18 ҫул тултарман хӗрне тивӗҫлӗ воспитани паманшӑн суд сакки ҫине лекнӗ. ЧР прокуратурин сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, 47 ҫултискер хӗрне хӗненӗ.
Следстви тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, 2018 ҫулхи кӑрлач-пуш уйӑхӗсенче, хӗл варринче, ӳсӗр ашшӗ хӗрне урама кӑларса янӑ. Лешӗ килте ҫывӑрайман, канайман.
Пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 21 сехетре ашшӗ каллех ӳсӗр пулнӑ. Хайхискер каллех хӗрӗпе пӗр чӗлхе тупайман – вӑл унпа вӑрҫӑнса кайнӑ, тутинчен ҫапнӑ.
Арҫын судра хӑйӗн айӑпне йышӑнман. Ҫапах приговор ӑна хирӗҫле янӑранӑ. Ӑна тӗрмен хупмасӑр 1 ҫул та 6 уйӑхлӑха айӑпланӑ.