Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Тӗпсӗр ҫынна тӗмен ҫитмен.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хӗсмет: Ҫар комиссарӗ патне 28 чирпе нушаланнине кӑтартакан справка йӑтса пынӑ

Паллашу Чӑваш чӗлхине якатас тӗллевпе Чӗмпӗрте пурӑнакан, ман ҫулсӗне ҫывӑх ҫынсемпе пал...
Туянатӑп Ашмаринӑн 17 том куҫару кӗнекисене шыратӑп.
Сутатӑп Ӑшӑ матрас сутатӑп. Германире кӑларнӑ. Гаранти 5 ҫул. Хакӗ 2500 тенкӗ.
Софья Савнеш 17.05.2018 19:43 | 1050 хут пӑхнӑ
Хӗсмет

Ҫар призывӗ малалла пырать. Шупашкарти ҫар комиссарӗ Олег Иванов хӑйне евӗр тӗслӗхпе тӗл пулнӑ. Ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче 19 ҫулти студент ун патне справка илсе пынӑ. Ахӑртнех, вӑл ҫара каясшӑн пулман.

Справкӑра вӑл 28 чирпе нушаланнине кӑтартнӑ. Вӑл медицина тӗрӗслевӗ витӗр тухнӑ-мӗн. Тепӗр икӗ кунран каччӑ ҫара кайма юрӑхсӑр пулнине ӗнентерекен справка йӑтса килнӗ.

«Справкӑра 28 чир-чӗре кӑтартнӑ. Эпӗ каҫару ыйтрӑм та, кунашкал документпа ман пата мар, тӳрех пульницӑна каймаллине каларӑм. Хамӑн службӑра кунашкаллине пӗрремӗш хут куртӑм. Каччӑна тепӗр хутчен медицина тӗрӗслевӗ витӗр тухма направлени ҫырса панӑ. Раҫҫей ҫарӗнче ҫамрӑк та сывӑ каччӑсен пулмалла», - тенӗ Олег Иванов.

#хӗсмет, #ҫамрӑксем, #Шупашкар

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/49821
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Китай ҫамрӑкӗсем ҫӗр пин тӗрӗ ҫӗршывӗнчи ҫӗр пин тӗрӗпе киленнӗ
2018, 04, 20
ЧПУ студенткине Китайра пуҫлӑха лартнӑ
2018, 04, 20
Чӑваш пикисем ют ҫӗршыв моделӗсемпе тупӑшӗҫ
2018, 05, 04
Ҫамрӑксем суту-илӳ центрне чӗртсе ярасшӑн пулнӑ
2018, 05, 07
Михаил Игнатьев ывӑлӗ ҫапӑҫакансене чарма пикеннӗ
2018, 05, 14

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org