Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Кушака — кулӑ, шӑшие — вилӗм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Хапӑлласа кӗтетпӗр Вӑрнар енне, Элмен ялне!

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 14.01.2012 19:32 | 1837 хут пӑхнӑ
Пӗлтӗрхи уявра
Пӗлтӗрхи уявра

2010-2011 ҫулсен утӑ уйӑхӗcенче Вӑрнар районӗнчи Авшак Элмен ялӗн уявне чылай ҫын килсе ҫитрӗ. Ҫак уява ялти пултаруллӑ ҫынсем пуҫарнипе тата ялти клуб заведующийӗ, Муракова Елена Васильевна йӗркелесе ячӗҫ. Ял кунне Авшак Элмен ялӗнчи чиркӳ уҫнӑранпа 265 ҫул (1745), ял клубӗ 75 ҫул (1935) ҫитнине халалланӑ. Пӗрремӗш тата иккӗмӗш хут иртнӗ уява ял халӑхӗ хапӑлласах йышӑнчӗ: урамсене, хуралтӑсене тирпейлесе илем кӗртӗҫ, уява халалласа чӑваш вӑййине асра хӑварма кашни каҫ тенӗ пек репетицие тухрӗҫ.

Уяв халӑхне Ильин В.В. район администрацийӗн пай пуҫлӑхӗ, Афанасьев Г.В. Ярмушка ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн ӗҫне туса пыраканӗ, Анисимов В.Н. район депутачӗ саламларӗҫ. Отрыванов Станислав Гурьевич, чӑваш таврапӗлӳҫӗсен пӗрлӗхӗн пайташӗ, Чӑваш халӑх академикӗ ял историйӗ ҫинчен, ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ Куликова О.Г. (Улькка Элмен), чӑваш ҫыравҫисен союзӗн членӗ, Раҫҫей журналисчӗсен членӗ чиркӳ ҫумӗнче уҫнӑ шкул историйӗпе учительсем ҫинчен каласа пачӗ. Иванова Н.Г, Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, шкул программисемпе вӗренӳ кӗнекисем ҫыракан вӗрентӳҫӗ ял чиркӗвӗ Хусан хулинче тупнӑ турӑша халалласа лартнӑ чиркӳ ҫинчен аса илтерчӗ. Ялти паллӑ ҫынсем ҫинчен Немилов А.И., ялти вӑрҫӑ тата ӗҫ ветеранӗсем пирки Ярмушкари вӑтам шкулта 8 класра вӗренекен Муракова Мария каласа пачӗҫ.

Уяв халӑхне ҫак ялта пурӑннӑ, 1930 ҫулта хор йӗркеленӗ, Мускава ҫитнӗ, Слонов Сидор илемлетнӗ «Пахчи, пахчи...» юрӑпа ял ачисен «Хунав» ушкӑнӗ, Пуканкассинчи фольклор халӑх ушкӑнӗ «Чашма», Шупашкартан ятарласа килнӗ Григорий Вакку, Катя Петрова, Алина Федорова ҫавӑн пекех А.Н.Никитин хӑйӗн «Янташ» ушкӑнӗпе савӑк юрӑ-ташӑ парнелерӗҫ. Ҫамрӑкки те, ватти те, вӑйпитти те хаваслӑ юрра-ташша хапӑлласах йышӑнчӗҫ, хӑйсем те ял халӑхне юрӑ-кӗвӗ парнелерӗҫ. Инҫетри чӑвашсем те ҫак уявра хастар пулчӗҫ, Тӗмен тӑрӑхӗнче пурӑнакан, Мӑрат ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Игорь Алексеев хӑйӗн пысӑк ҫемйипех уява килсе ҫитрӗҫ. Тӗмен тӑрӑхӗнче те чӑваш юррисене юрлани ҫинчен пӗлтерчӗ, ял халӑхне юрласа савӑнтарчӗ.

Уява пухӑннӑ халӑх сӑнӳкерчӗксен куравне тимлесех пӑхрӗҫ. Кунта ялта пурӑннӑ паллӑ ҫинсен сӑнӳкерчӗкӗсем вӗсене аса илсе ҫырнисем, ялти тирпейлӗ хуҫалӑхсен хуралтисем, ӗҫлӗ пулӑмсем тата ытти те. Аякран килнисем «Хӑна кӗнекине» хӑйсем ҫинчен информаци хӑварчӗҫ, тепӗр ҫул та ял уявне хапӑлласах килессе шантарчӗҫ.

2012 ҫулхи ял уявӗ утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, шӑматкун пулать. Кашни йӑх хӑйӗн ӳплине йӗркелесен аванччӗ. Унта историпе ҫыхӑннӑ сӑнӳкерчӗксен, алӗҫ, апат-ҫимӗҫ, тумтир куравӗ ӗҫлесен, йӑхра упраса юлнӑ юрӑ-ташӑпа, йӑла-йӗркене кӑтартсан паха та вырӑнлӑ пулӗччӗ.

Уявсене ирттерме укҫа-тенкӗпе пулӑшнӑ Куликовсене Ольга Геннадьевнӑпа Иван Николаевича, Иванов Валерий Геннадьевича, Фомин Олег Дмитриевича, Яковлев Руслан Владимировича, ял халӑхне питӗ пысӑк тав. Уява йӗркелесе пынӑ Мураковсен, Егоровсен, Ивановсен ҫемйине Яковлев Андрейпа Сорокин Герӑна уйрӑммӑн палӑртас килет. Ял халӑхне хастар хутшӑннӑшӑн малалла та яла ҫӗклеме ӑнтӑлаксене тав сӑмахӗ калас килет.

Хӑвӑр шухӑш-кӑмӑлсене, сӗнӳсене ҫак электронлӑ почтӑпа пӗлтерме ыйтатпӑр: Zodchii4@yndex.ru

#Шупашкар, #Пуканкасси, #Вӑрнар районӗ, #ял уявӗсем, #Авшак Элмен

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем